Татьяна Архипова - Олимпиада пьедесталĕ çинче

Вун иккĕмĕш кун Лондонра çуллахи XXX Олимп вăййисен вучĕ ялкăшать. Чи пултаруллă спортсменсен ячĕсем Пĕтĕм тĕнче илтмелле янăраççĕ, чемпионсемпе призерсем тăван çĕр-шывĕсене, халăхне чап тата мухтав кÿреççĕ. Тĕлĕнмелли те, савăнмалли те пайтах. Сăмахран, Фелпс американ шывра ишессипе черетлĕ çитĕнÿ тунă хыççăн ылтăн медальсен /ытти Олимпиадăра çĕнсе илнисемпе/ шутне 18-ра çитернĕ. Командăсен ăмăртăвĕнче Китай спортсменĕсем малта, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче хальлĕхе - АПШ тата Аслă Британи командисем.

Раççей спортсменĕсем вырсарни кун пĕр ылтăн /Роман Власов кĕрешÿçĕ/, тепĕр кĕмĕл /Татьяна Каширина йывăр атлет/ тата пилĕк бронза медаль çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле таблицăра пирĕн команда тăххăрмĕш вырăнта. Çапах та Раççей олимпиецĕсем хăш-пĕр ăмăртура ăнăçу тунă. Çăмăл атлетсенчен Дарья Пищальникова диск ывăтакана, çичĕ енпе ăмăртнă Татьяна Черновăна, Александр Иванов штангиста, Мария Кириленкăпа Надежда Петрова теннисисткăсене, арçынсен волейболпа баскетбол командисене палăртмалла. Шел, кĕтмен çĕртен сиксе тухнă кÿрентерекен самант та пулчĕ. Арçынсем 20 çухрăма утнă чухне тĕнчипе паллă Владимир Канайкина судьясем сăлтавсăрах ăмăртуран сирчĕç, Валерий Борчин вăй-хал пĕтсе çитнĕрен дистанцирех кайса ÿкрĕ, ăна госпитале ăсатрĕç.

Чăваш Ене вырсарни кун питĕ савăнăçлă хыпар çитрĕ: пирĕн ентешĕмĕр Татьяна Архипова /Петрова/ марафонти çивĕч кĕрешÿре чăннипех маттур пулчĕ. Чăтăмлă, çирĕп характерлă. Нумай-нумай марафонта çĕнтернĕ Кенипе Эфиопи спортсменкисенчен шикленмерĕ вăл. Малтанхи çухрăмсенче Татьяна асăрхануллăрах пулчĕ, тÿрех васкас темерĕ. Вăтăр çухрăма яхăн чупсан тин чăваш спортсменки хура ÿтлĕ африканкăсем патне çывхарчĕ. Лешсем хăнк та тумарĕç темелле. Паллах, никама та çăмăл мар. Татьяна самаях ывăнни те сисĕнет. Мĕн пулса тухĕ-ши? Тен, медале тивĕçĕ пирĕн 29 çулти тĕнче класлă спорт мастерĕ, Пекинри Олимпиадăра 3000 метра чăрмавсем урлă чупассипе тăваттăмĕш пулнăскер? Çапла пулса тухрĕ те: Татьяна финиша виççĕмĕш чупса çитрĕ, Михаил Кузнецов тренер шанăçне тÿрре кăларчĕ, хăйĕн пысăк ĕмĕтне пурнăçларĕ. Тепĕр пирĕн ентеш - Альбина Майорова /Иванова/ - тăххăрмĕш. Япăх мар. Раççей рекордсменки Лилия Шобухова /Пушкăртстан/ суранланнине пула финиша çитеймерĕ.

Олимпиада çитес вырсарни кунччен пырĕ. Татьяна Архипова пек пултаруллă спортсмен тĕслĕхĕ Раççейĕн ытти олимпиецне хавхалантартăр. 

 Юрий ПЛОТНИКОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 августа 2012
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter