Халăх йышĕ ÿсет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен йĕркелекен канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах вăл канашлăва хутшăннисене Чăваш Ен спортсменки Татьяна Петрова-Архипова Лондонра иртекен çуллахи ХХХ Олимп вăййисенче хĕрарăмсен марафон чупăвĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. Михаил Игнатьев ентешĕмĕр çĕнтерÿшĕн кĕрешсе хăй çирĕп характерлă пулнине кăтартнине палăртнă, унăн çитĕнĕвĕ вара, паллах, республикăри спорт аталанăвне пулăшĕ, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç тата çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пĕлтĕрхи раштаврипе танлаштарсан 2012 çулхи утă уйăхĕнче республикăри инфляци шайĕ 103,9% пулнă /иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 105,1%/. Апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем 4,7% ÿснĕ /иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 2,8%/, апат-çимĕç мар таварсен - 1,6% /4,7%/, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсен - 7% /9,7%/. Апат-çимĕç пĕлтĕрхинчен кăшт ытларах хакланни сахăр тата улма-çырлапа пахча çимĕç хакĕсен ÿсĕмĕпе сăлтавланнă.

Михаил Игнатьев паян апат-çимĕçпе суту-илÿ отраслĕн нумай предприятийĕ ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансенчен сĕтпе пахча çимĕçе йÿнĕпе сутăн илнĕ май вĕсене сутнă чух хаксене чакарманнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ сутăн илмелли хаксене тĕпчеме хушнă, улма-çырлапа пахча çимĕç продукцийĕн рынокĕнче конкуренцие аталантармалли çинчен каланă. «Пирĕн халăхшăн ĕçлемелле, хаксене сăлтавсăр ÿстерессине чармалла», - тенĕ.

Хăйĕн докладĕнче министр çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсемпе çыхăннă лару-тăру çинче те чарăнса тăнă, тĕпрен илсен асăннă рынокри ĕç-пуç йĕркеллĕ пулнине палăртнă. Чăваш Енри хуласемпе районсен администрацийĕсем рынока нефть продукчĕсемпе йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрассине чăрмантаракан тĕслĕхсене тупса палăртман.

Уй-хирти ĕçсем çинчен вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа панă. Районсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх - çурла уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне пур çĕрте те тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕçе пуçăннă. Ял хуçалăх организацийĕсем, пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсем вĕсене 35,6 пин гектар çулнă /пухса кĕртмелли лаптăкăн 14,8%/, 33,7 пин гектар çинчен 58,4 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Республикăра талăксерен вăтамран 6270 гектар çинчи тырра пухса кĕртеççĕ. Кĕрхи тĕш тырă культурисене 100 пин гектар çинче акса хăварасшăн.

«5-7 кунран вырмана вĕçлекен хуçалăхсем те пур. Вĕсем ĕçе питĕ лайăх йĕркеленĕ, хăйсен ĕçченĕсене хавхалантармалли ăнăçлă мерăсемпе усă кураççĕ, çавăнпа ĕç хăвăртлăхĕ те пысăк. Пурин те çав хуçалăхсемпе танлашма тăрăшмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл Ял хуçалăх министерствине республикăн апат-çимĕç фондне йĕркелессине çирĕп сăнаса тăма хушнă. Çавăн пекех ялсенче ветерансене, бюджет ĕçченĕсене, килти хушма хуçалăх тытса тăракансене фуражпа тивĕçтермелли пирки аса илнĕ.

Раççей Президенчĕн сывлăх сыхлавĕпе тата демографи политикипе çыхăннă, кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене мĕнле пурнăçланипе ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - юлашки çулсенче халăх социаллă пулăшу ĕçĕсемпе, медицина пулăшăвĕпе усă курмалли майсем анлăланнă, ачаллă çемьесен укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвĕ лайăхланнă, çакă ача çураласси ÿсессине, çынсем вилессине чакарассине витĕм кÿнĕ.

Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче Чăваш Енре ача çуратасси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12,4% пысăкланнă, 1000 çын пуçне 13,6-па танлашнă /Раççейри 6 уйăхри вăтам кăтарту - 12,7, Атăлçи округĕнче - 12,7/. Çынсем вилессин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 4,4% таран чакнă, 1000 çын пуçне 13,1-пе танлашнă /Раççейри 6 уйăхри вăтам кăтарту - 13,5, округра - 14/. Татьяна Богданова палăртнă тăрăх - Чăваш Енре халăх йышĕ хăй тĕллĕн чакни /2011 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 1000 çын пуçне -1,6 пулнă/ йыш ÿсĕмĕпе улшăннă - 2012 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче Ç0,5 çитнĕ /6 уйăхра Раççейре вăтамран йыш чакасси - 0,8-па танлашнă, Атăлçи округĕнче - -1,3/.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сывлăх сыхлавĕн министерствине больницăсенче пациентсене «Электрон регистратура» пулăшнипе йышăннин кăтартăвĕсене тĕпчеме сĕннĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех Шупашкар хулин влаçĕсене талăкĕпех ĕçлекен киосксенче çĕрле пĕчĕк савăтсемпе спиртлă шĕвексем, алкоголь сутни çинчен каласа саккуна пăсакан предпринимательсене çирĕп явап тыттармалли пирки асăрхаттарнă.

 К.ВОЛКОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 августа 2012
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter