«Пирĕн тĕллев - ачасемшĕн тăрăшасси»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăмат кун Патăрьелпе Елчĕк районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе курнă, пĕлÿ çурчĕсенче юсав епле пынипе паллашнă.

Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми шкулĕ 1964 çулта тунă икĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Унăн комплексне пуçламăш классен çурчĕсем, столовăйпа мастерской кĕреççĕ. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче Ыхраçырми, Чăваш Ишекĕ, Тĕрĕньел ялĕсенчен çÿренĕ 194 ача пĕлÿ илнĕ.

Пĕлÿ çурчĕсене модернизацилес программăпа килĕшÿллĕн шкула юсама 2,4 млн тенкĕ уйăрнă. Конкурса хутшăнни бюджет укçине 12% перекетлеме пулăшнă. Унпа электропралука улăштарĕç, çурт умне хăтлăлатĕç. Паянхи кун тĕп корпусăн тăррине тĕпрен юсанă, чÿречесене улăштарнă, плана 98% тултарнă.

Михаил Васильевич информатикăпа чăваш чĕлхи кабинетĕнче шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ыйтупа канашлу ирттернĕ. Вăл çак кунсенче пĕлÿ çурчĕсене, вĕренÿ тытăмĕнче вăй хуракансене хушма укçапа пулăшас тĕллевпе икĕ хушăва алă пусни çинчен пĕлтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ педколлективсенче вĕрентекенсен хушшинчи çыхăнăва упрамалли çинчен аса илтернĕ. «Вырăнти влаç органĕсен тĕллевĕ - çамрăк специалистсене шкула илĕртесси. Çав вăхăтрах аслă ÿсĕмрисене те хисеплемелле. Çамрăксене вĕсем калама çук пысăк опыт параççĕ», - тенĕ Михаил Васильевич.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Патăрьел районĕнчи мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче шултра выльăх 17,2 пин пуç шутланать /2011 çулхи çав тапхăрăн 105,7 проценчĕ/. «Исток» агрофирма 200 ĕне тытакан фермăна реконструкцилет. Хуçалăхра шултра выльăх 448 пуç, çав шутра - 150 ĕне /пĕлтĕрхинчен 30% нумайрах/.

Агрофирма çулталăк пуçланнăранпа 38 тонна аш-какай /150%/, 408 тонна сĕт /134,7%/ туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 2824 килограмм сĕт сунă /7% ытларах/. «Исток» çулталăкăн пĕрремĕш çурринче пĕлтĕрхинчен 2,2 хут ытларах таса тупăш илнĕ.

Республика Пуçлăхĕ «Красное знамя» кооператива çитнĕ. ЯХПКра пĕрчĕллĕ культурăсене 262 гектар çулнă, 252 гектар çинчен 885 тонна тырă тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 35,12 центнерпа танлашать.

«Батыревское» АХОра çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне 285 гектар çинчен 938 тонна тырă тĕшĕленĕ, гектар тухăçĕ - 32,91 центнер.

«Корма» фирма вăрăран сухан çитĕнтерет. Севок тухăçĕ - 220 центнер. Ăна студентсемпе шкул ачисем кăлараççĕ, кунсерен 500-шер тенкĕ тÿлеççĕ. Унччен пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе пурнăçлатчĕç. Халĕ вырăнти ăста Юрий Горшков хатĕрленĕ агрегат сухана сортлать, тасатать. Ĕç тухăçлăхĕ виçĕ хут пысăкрах.

Районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хальлĕхе 1381 гектар çулнă, 1259 гектар çинчен 3046 тонна тĕшĕленĕ, вăтам тухăç - 24,2 центнер.

Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнчи ĕçлĕ тĕл пулусене «Победа» тулли мар яваплă обществăран пуçланă. Кунта та кÿршĕллĕ районти хуçалăхсенчи пекех ĕç тухăçлăхĕ пысăк.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кĕр аки тума çĕр хатĕрлесси епле пынипе кăсăкланнă. Хуçалăх ертÿçи Николай Головин йÿнетнĕ хакпа уйăрнă дизтопливо туяннăран вăл çителĕклине палăртнă. Ку чухнехи техникăпа, кондиционер вырнаçтарнăран, шăрăхра та ĕçлеме аван.

Михаил Васильевич Елчĕкри вăтам шкула епле юсанипе кăсăкланнă. Модернизаци программипе районти вĕренÿ тытăмне 5,95 млн тенкĕ субсиди уйăрнă, çав шутра 4,95 млн - федераци бюджетĕнчен. Елчĕк шкулĕ валли - 2 млн та 49820 тенкĕ. Столовăйне 1,2 млн тенкĕ тăракан оборудованипе çĕнетеççĕ. Шкул директорĕ Лариса Васильева ачасене пурне те вĕри апатпа тивĕçтернине пĕлтернĕ.

- Пирĕн тĕллев - ачасемшĕн тăрăшасси, - тенĕ Михаил Васильевич. - Шкулсене хăтлăх кÿрессишĕн малашне те мĕн кирлине тăвăпăр.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă.

 Валентин ВАСИЛЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 августа 2012
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter