Вырма ĕçĕсемпе паллашнă
Раççей Ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри учрежденийĕн ертÿçи, хамăр ентеш Н.П.Якимов районти уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Çавна май А.Иванов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче, «Алмаз» обществăра пулнă. Хальхи хĕрÿ тапхăрта А.Иванов хуçалăхĕнчи ĕçсем тырă-пулă уйĕсенче тата йĕтем çинче пыраççĕ. Ял çыннисем хăйсен ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланса, тÿрĕ кăмăлпа вăй хуни палăрнă. Йĕтем çинче тырра аласа тасатассипе тимлеççĕ. Хуçалăхра тĕш тырăсем 70 гектар йышăнаççĕ. Николай Петрович «Алмаз» обществăра кĕр тыррисен уйĕнче пулнă. Кунта вырма ĕçĕсене лайăх йĕркеленĕ. Тĕш тырăсем пурĕ 455 гектар шутланаççĕ. Паянхи кун тĕлне 150 гектар ытла пухса кĕртнĕ. |
|
|
|
АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути" |