Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне Правительство членĕсем кăна мар, депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисем, общество ĕçченĕсем те пухăннă та - Лондонри ХХХ Олимпиадăна хутшăннă ентешĕмĕрсене халăх умĕнче чысланă. Республика Пуçлăхĕ кашнинех алă тытса саламланă, тав тунă. Наградăсем те пулнă. Марафонра «бронза» çĕнсе илнĕ Татьяна Архиповăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланă. Çав ăмăртурах лайăх кăтартупа савăнтарнă Альбина Майоровăпа çичĕ енлĕ кĕрешÿре планетăн чи лайăх спортсменĕсен теçеткине кĕнĕ Кристина Савицкаяна вара ЧР Хисеп грамотипе наградăланă. Валерий Григорьев тренер халь - ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Михаил Васильевич вĕсен çитĕнĕвĕсем Чăваш Ен спортне аталантарма пулăшассине, ылтăн медальсем те пуласса шаннине палăртнă. «Тавах пулăшушăн, ăмăртусенче эпир сирĕн тĕревĕре туйса тăтăмăр», - тенĕ сăпайлăн Татьяна Архипова. Ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту вара Чăваш Енĕн 2012 çулăн 1-мĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2-мĕш çур çулти тĕллевсем пулнă. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков промышленноç производстви 115,6% танлашни çинчен пĕлтернĕ. Çур çулта республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков отчет тунă. Аван ĕçленĕ, çав шутра хамăрăн тупăшсен кăтартăвĕ те лайăх - ку енĕпе эпир округра пиллĕкмĕш вырăнта. Ларура пая кĕрсе çурт-йĕр строительствине хутшăннă, улталаннă граждансене хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме йышăннă. Тăлăх ачасене пулăшмалли тĕллевлĕ программăна, спортсменсемпе тренерсене патшалăх енчен пулăшмалли йышăну проектне ырланă. Çав йышăнупа килĕшÿллĕн физкультурăпа спортра пысăк çитĕнÿсем тунă спортсменсемпе тренерсене уйăхсерен укçа тÿлесе тăрĕç. Республика Пуçлăхĕ Правительство членĕсене, муниципалитетсен ертÿçисене çĕре арендăна е харпăрлăха парас ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулма сĕннĕ.



09 августа 2012
12:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter