Ырă туртăмсене упраса хăвармалла

Меллĕ те вырăнлă пулчĕ: Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ĕнер Правительство членĕсем кăна мар, депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисем, общество ĕçченĕсем те пухăннă та - Лондонри ХХХ Олимпиадăна хутшăннă ентешĕмĕрсене халăх умĕнче çапла чыслани темрен хаклă. Республика Пуçлăхĕ кашнинех алă тытса саламларĕ, тав турĕ.

Наградăсем те пулчĕç. Марафонра «бронза» çĕнсе илнĕ Татьяна Архиповăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕç. Çав ăмăртурах лайăх кăтартупа савăнтарнă Альбина Майоровăпа çичĕ енлĕ кĕрешÿре планетăн чи лайăх спортсменĕсен теçеткине кĕнĕ Кристина Савицкаяна вара ЧР Хисеп грамотипе наградăларĕç. Валерий Григорьев тренер халь - ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Михаил Васильевич вĕсен çитĕнĕвĕсем Чăваш Ен спортне аталантарма пулăшассине, ылтăн медальсем те пуласса шаннине палăртрĕ. «Тавах пулăшушăн, ăмăртусенче эпир сирĕн тĕревĕре туйса тăтăмăр», - терĕ сăпайлăн Татьяна Архипова.

Ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту вара Чăваш Енĕн 2012 çулăн 1-мĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2-мĕш çур çулти тĕллевсем пулчĕç. Хайхи кăтартусемпе пирĕн хаçат маларах тĕплĕн паллаштарнăччĕ те - кашни самант çинче чарăнса тăни вырăнсăр пуль. Çапах хăш-пĕр кăтартăва асăнмаллах. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков промышленноç производстви 115,6% танлашни çинчен пĕлтерчĕ. Тĕп капитала хывакан инвестицисен виçи 159,5% çитнĕ - Раççей ÿсĕмĕнчен чылай пысăкрах. Иртнĕ çула министр «кал-кал аталану тапхăрĕ» тесе хакларĕ. Нумай предприяти паян саккаспа ĕçлет, çавна май продукцие вырнаçтарас енĕпе çивĕчлĕх çук. Тиесе ăсатнă продукци хакне 1 млрд тенкĕрен ирттернĕ промпредприятисен шучĕ 15-пе танлашнă. Продукцин 57% - машинăсем тăвакан отрасль тÿпи.

Лайăх ĕçлекен предприятисен шутĕнче министр чылайăшне асăнчĕ: «Промтрактор-Вакун», «Çеçпĕл», Çĕмĕрлери автофургонсен комбиначĕ, ЧЗСМ, Етĕрнери сĕт завочĕ, «Акконд», Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, ыттисем. Тăкаклă ĕçлекен муниципалитетсене пайăррăн палăртрĕ: Çĕмĕрле хулипе районĕ, Куславкка, Улатăр районĕсем. Ĕç укçи виçи ÿснĕ. Анчах шалу енĕпе парăм çав-çавах пысăк - 62 млн тенкĕ. Ку виçе кăçал 17,1 млн тенкĕ чакнă, çапах ĕçлемелли пур-ха.

Çур çулта республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков отчет турĕ. Аван ĕçленĕ, çав шутра хамăрăн тупăшсен кăтартăвĕ те лайăх - ку енĕпе эпир округра пиллĕкмĕш вырăнта. Михаил Игнатьев унран кризис витĕмĕ пирки ыйтрĕ те - министр çапларах хуравларĕ: «Психологи енĕпе кирек мĕнле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла, çакă - ăнăçу никĕсĕ». Михаил Васильевич татăклă сĕнÿсем кĕтнĕччĕ пулас та - ку хурава илтсен кăмăллăн кулчĕ: «Ăслă министр, чее...»

ЧР Пуçлăхĕ республика экономики лайăх аталаннине палăртнипе пĕрлех ырă туртăмсене упраса хăвармалли çинчен каларĕ. Сăмахран, электротехника отраслĕн предприятийĕсем паянах чикĕ леш енчи компанисемпе тупăшма хатĕр. Ларура лайăх ĕçлекен темиçе предприяти ертÿçисене сăмах пачĕç. Хăшĕсем çакăнпа хăйсен продукцине рекламăлама усă курчĕç /Кабинет ларăвĕ мухтанмалли вырăн мар ĕнтĕ/ пулин те пуçлăхсен сăмахĕнче интересли пайтах пулчĕ. Электроаппарат заводĕнче кăçал ĕçлекен кашни çын пуçне туса кăларакан продукци калăпăшне 1,2 млн тенке çитересшĕн. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Вăйă спорт оборудованийĕ кăларакан завод вара хăйĕн продукцийĕпе чикĕ леш енне тухнă. Унти вăтам ĕç укçи те лайăх - 28 пин тенкĕ. Трактор тăвакан завод кăтартăвĕсем те курăмлă. Туса кăларнă машинăсен шутне пĕлтĕрхинчен ÿстереймен, çапах çĕнĕ йышши техника кăларас енĕпе çитĕнÿсем пур. Çул-йĕр, ял хуçалăх техники, кустăрмаллă бульдозерсем ассортимента анлăлатнă.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ĕçсĕрлĕх шайĕ чакнине ырласа палăртрĕ. Вырăнти предприятисен федераци шайĕнчи проектсене хутшăнма тăрăшмалли çинче чарăнса тăчĕ. Çурт-йĕр строительствинче сулмаклă утăмсем кирлĕ: тăваткал метрсен хакĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынине нумайрах хваттер туса çеç чарма пулать. Михаил Игнатьев вара ĕççи пынине кура сисчĕвленмелли самант çинче чарăнса тăчĕ: «Чылай регионта тухăç пысăк пулманнине кура пирĕн тырă республика тулашне кайма пуçланă. Хуçалăхсемпе ăнлантару ĕçне ирттермелле. Эпир вĕсене тĕрев паратпăр, эппин, вĕсен те пире ăнланмалла».

Михаил Васильевич çавăн пекех управляющи компанисемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва та çĕклерĕ: «Чылайăшне пирĕнтен халăх умĕнче сăмах тивнĕ, вĕсем вара çав-çавах ĕçлеççĕ. 133 УКран 10% тÿрĕ кăмăллă мар. Халăхран пуçтарнă укçана айккине яраççĕ тĕк - уголовлă яваплăх пулмалла».

Ларура пая кĕрсе çурт-йĕр строительствине хутшăннă, улталаннă граждансене хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме йышăнчĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен полномочийĕсене пысăклатни ку енĕпе чылай чăрмава сирме пулăшасса шанаççĕ.

Тăлăх ачасене пулăшмалли тĕллевлĕ программăна, спортсменсемпе тренерсене патшалăх енчен пулăшмалли йышăну проектне ырларĕç. Çав йышăнупа килĕшÿллĕн физкультурăпа спортра пысăк çитĕнÿсем тунă спортсменсемпе тренерсене уйăхсерен укçа тÿлесе тăрĕç. Чăн та, проектра Олимпиадăра тата тĕнче чемпионачĕсенче палăрнисене пĕрешкел виçепе хавхалантарас тени ыйту çуратрĕ. Олимп вăййисен пĕлтерĕшĕ пысăкрах-çке. Çавна май тÿлев виçисем тĕлĕшпе тÿрлетÿсем пулаççĕ-тĕр. «Эпир хамăрăн спортсменсене тимлĕхпе иртĕхтермен, - терĕ Михаил Игнатьев, - укçа спортсменсене пăсать, патриотизм, кăмăл çирĕплĕхĕ пĕлтерĕшлĕрех теççĕ-ха, калăпăр, Олимпиадăра «Раççей, Чăваш Ен» тесе темиçе хут калани те пирĕн инвестици илĕртÿлĕхне палăрмаллах çĕклет».

Юлашкинчен вара Михаил Игнатьев çак кунсенче Муркаш районĕнче пулнă май çĕкленĕ ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Сăмах унти «Кадикасинский» СПОКăн çĕр лаптăкĕпе йĕркесĕр усă курни пирки. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - пĕрремĕш инстанцири суд Чăваш Енĕн влаç органĕсем майлă йышăну кăларнă. Аслă инстанцире те çак йышăнăва çирĕплетсен 140 гектара яхăн лаптăка нумай ачаллă çемьесем валли уйăрма май пулĕ. «Атăл хĕрринчи çав çĕре 1,5 млн тенкĕлле туяннă та дачăсем валли пайласа янă, - тарăхăвне пытармарĕ Михаил Васильевич. - Вун-вун миллион тенкĕлле сутса яратчĕç ĕнтĕ. Кайран Министрсен Кабинетĕнче çав çĕрсене строительство валли куçараттăмăр... Район администрацийĕн унчченхи пуçлăхĕ хутсене алă пуснă. Юрать-ха çĕнĕ пуçлăх принциплă позици йышăннă».

Çавна май республика Пуçлăхĕ Правительство членĕсене, муниципалитетсен ертÿçисене çĕре арендăна е харпăрлăха парас ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулма сĕнчĕ. «Пирĕн тÿрĕ кăмăллă, производствăна, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме укçа хывакан предпринимательсемшĕн пулăшуçă пулмалла. Кам çĕр лаптăкĕсене ярса илнĕ, хăйне «утă çинчи йытă пек» тытать - вĕсем тĕлĕшпе обществăпа политика витĕмĕ кÿмелли мерăсем йышăнăпăр», - асăрхаттарчĕ Михаил Игнатьев.

 Николай КОНОВАЛОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 августа 2012
12:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter