Пĕлÿ кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти уйрăм предметсене тарăн вĕрентекен 59-мĕш шкулта пулнă

Пĕлÿ кунĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче. Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти уйрăм предметсене тарăн вĕрентекен 59-мĕш шкулта уяв линейкине хутшăннă. Вăл ачасемпе учительсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă, шкул çĕнĕ пĕлÿ панипе пĕрлех тĕрлĕ енлĕ аталаннă, кăмăл-сипет пуянлăхне, ырăлăха, туслăха, ĕçченлĕхе хаклакан çын ÿстерес тĕлĕшпе пысăк витĕм кÿнине палăртнă. Пĕрремĕш класа кăçал 157 ача килнĕ. Михаил Васильевич вĕсене уйрăмах ăшă сăмахсем каласа хавхалантарнă. «Сирĕн, çамрăк ăрăвăн, çĕр-шыв шăпине, республика пуласлăхне палăртмалла пулĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕ педагогсене профессири пысăк ăсталăхшăн, ачасене ăс-хакăл, кăмăл-сипет, вăй-хал тĕлĕшĕнчен ÿсме условисем туса панăшăн, суйласа илнĕ ĕçе юратнăшăн, пуçаруллă, шанчăклă, тÿсемлĕ пулнăшăн тав тунă. Çак кунах Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонийĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пĕрремĕш курс студенчĕсемпе тĕл пулнă. Çамрăксене тата педколлектива саламланă май вăл çак аслă шкул яланах паха кадрсем хатĕрленине, вĕсене ĕçе хапăл туса йышăннине палăртнă. Пулас педагогсене Пĕлÿ кунĕ педуниверситета республика Правительстви «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕртекен «Раççей аслă шкулĕсем валли - 500 бассейн» проектпа килĕшÿллĕн 25 метр тăршшĕ бассейн тума укçа уйăрса панине çирĕплетекен сертификат панипе те асра юлĕ. Çавна май Михаил Игнатьев çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен педуниверситет пурнăçĕнче çĕнĕ спорт тапхăрĕ пуçланассине шанни пирки пĕлтернĕ. Савăнăçлă уявра яланхи йăлапа пĕрремĕш курс студенчĕсем тупа тунă. Вĕсене студент билечĕ тата зачет кĕнеки панă.

 



01 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter