Михаил Игнатьев: "Пациентсем чĕререн тухакан сăмахсемпе сире малашне те тав туччăр"

Тĕнчере аван пĕлекен ăсчах-офтальмолог Святослав Федоров академик пуçарăвĕпе тата вăл çине тăнипе шăпах 25 çул каялла пирĕн республикăн тĕп хулинче Мускаври «Куç микрохирургийĕ» ăслăлăх тĕпчев институчĕн пĕрремĕш филиалне уçма йышăннă, влаç тытăмĕсем ырланипе ăна 1987 çулхи ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче ятарлă хушупа çирĕплетнĕ. Асăннă çулхи юпа уйăхĕнче Финляндири «Полар» фирма филиалăн пĕтĕм корпусĕсене пысăк пахалăхпа туса пĕтерсе патшалăх комиссине йышăнма сĕннĕ. Хута янă чухне Святослав Николаевич каланă сăмахсенче ун чухнехи вăхăтшăн та, хальхи тапхăршăн та пĕлтерĕ­­ш­лĕ ăнлав пур: «Куç микрохирургийĕ» МНТКан пĕрремĕш филиалĕ шăпах Шупашкарта уçăлнинче символла пĕлтерĕш куратăп. Кунта пĕрремĕш хрусталик хатĕрленĕ, кунта пĕрремĕш операцие çĕнĕлле ирттернĕ, кунти агрегат заводĕнче Анăçри тĕслĕхсенчен чылай лайăх офтальмологи конвейерĕ туса кăларса вырнаçтарнă. Эпĕ каланинче «пĕрремĕш» сăмах нумай пулчĕ. Ку - ахальтен мар. Апла тăк пирĕн яланах пĕрремĕш пулмалла. Пур енĕпе те...» С.Федоров клиники уçăлнăранпа 1 млн та 100 пин çынна йышăннă, 430 пин çыннăн куç кураслăхне тавăрнă. Ыттисем те тĕнче шайĕнчи медицина пулăшăвне илнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тĕнче илемне парнелекенсен анлă канашлăвне хутшăннă. Михаил Васильевич унччен «Куç микрохирургийĕ» МНТКан Шупашкарти филиалĕн коллективĕпе курнăçнă, офтальмологин тĕнчери паллă фирмăсен сумлă дистрибьюторĕсен хальхи оборудованийĕн тата сиплев препарачĕсен куравĕпе тĕплĕн паллашнă. Филиал директорĕ Николай Паштаев сиплев учрежденийĕнче пациентсене тĕрĕслемелли тата сиплемелли условисем çителĕкли çинчен пĕлтернĕ. Персонал тивĕçе чыслăн пурнăçланине, унăн сумĕ пысăккине Шупашкарти филиалта чикĕ леш енчи патшалăх ертÿçисем сипленни те аван çирĕплетет. Республика Пуçлăхĕ хаклă хăнасен кĕнекинче коллектива малашне те хальхи пек тăрăшса ĕçлеме ырă сунса халал сăмахĕсем çырса хăварнă. Уяв К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ­­нче тăсăлнă. «Мухтавлă Святослав Федоровăн сумлă ĕçне унăн вĕренекенĕсем чыслăн тăсса пыни мана савăнтарать, - тенĕ Михаил Игнатьев коллектива юбилейпе саламласа. - Пациентсем чĕререн тухакан сăмахсемпе сире малашне те тав туччăр...» Унтан сиплев ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланă.( Юрий Степанов хатĕрленĕ)



01 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter