Вĕренÿ çулне хатĕр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Регионсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсем 2012-2013 вĕренÿ çулне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Раççейри вĕрентÿ тытăмне çĕнетме 120 млрд тенкĕ уйăрнă. Регионсем çак шутран 60 млрд тенкĕ илнĕ. Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх модернизаци тĕллевĕ - ача садне çÿрекенрен пуçласа аслă шкулта вĕренекен таранах ăс-хакăла тата пултарулăха аталантарма условисем туса парасси.

Тĕпрен илсен Раççей шкулĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Ингушетипе Дагестанра çеç йывăрлăхсем пур. Чăваш Ен мĕн пур ĕçĕн 90 процентне вĕçлесе федерацин лайăх вунă субъекчĕ шутне лекнĕ. Республикăра кăçал 988 пĕлÿ çуртне йышăнма палăртнă. Вĕсен пурин те аккредитаци тата лицензи пур. Çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттерме 1200 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Муниципалитет комиссийĕсем шкулсене пурне те авăнăн 1-мĕшĕнче алăкĕсене уçма ирĕк панă. Палăртма кăмăллă: тĕрĕслев органĕсен асăрхаттарăвĕсен шучĕ чакнă. Сăмахран, МЧС çитменлĕхсене пĕлтĕрхинчен 7 хут сахалрах тупса палăртнă. Шупашкар хулинчи Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицей çурчĕсене, çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнăран, тĕпрен юсама йышăннă, çавăнпа вĕрентÿ учрежденине хупнă. Кунта пĕлÿ илнĕ ачасем малашне тĕп хулари тата республикăри шкулсенче ăс пухĕç.

2012 çулта Чăваш Енре çĕнĕ шкулсем тума пуçланă: Йĕпреç районĕнчи Энтриелте /100 вырăнлă/, Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназире /320 ача валли/, Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерте /160 вырăнлă/. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн 240 вырăнлă хушма çуртне хута янă.

 И.СЕРГЕЕВА



Хыпар
01 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter