Республика тилхепине тытнăранпа икĕ çул çитнине халалланă пресс-конференцире Чăваш Ен Пуçлăхĕ 33 ыйтăва хуравланă

Республика тилхепине тытнăранпа икĕ çул çитнине халалланă пресс-конференцире  Чăваш Ен Пуçлăхĕ 33 ыйтăва хуравланă, тĕл пулу 3 сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă. Михаил Васильевич икĕ çул питĕ хăвăрт иртсе кайнине палăртнă. РФ Президенчĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, республикăра пурăнакансен шанăçне туйнă май яваплăх питех те пысăкки çинчен каласа малашне те тăрăшса ĕçлеме хатĕ­­р­­­­рине çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев хăй Президента ларнă хыççăнхи вăхăта аса илтернĕ - ун чух Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх шайĕ 9% ытла пулнă. Паян çак çивĕчлĕхе сирнĕ теме май пур. Ун чухне ĕç укçипе çыхăннă парăм виçи те 120-125 млн тенкĕ пулнă. Пĕлтĕрхи кăрлачра ĕçлекен кашни çын пуçне тивекен шалу парăмĕ 307,5 тенкĕпе танлашнă. Халĕ ĕç-пуç чылай лайăхрах. Хваттер тума-туянма пая кĕрсе улталаннă çынсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва та çĕкленĕ. Патшалăх парăмĕ пирки те сăмах пулнă. Журналистсем Мускав пулăшнипе пурнăçламалли инвестици проекчĕсемпе кăсăкланнă май Михаил Игнатьев укçа-тенкĕ Регионсен аталанăвĕн министерстви урлă кăна мар, ытти ведомствăран та килнине палăртнă. Республика ертÿçи ял хуçалăхне инвесторсем килессе, çĕнĕ технологисене çул парасса шанать. Унсăрăн çамрăк кадрсем те пулмĕç: «Вĕсене хистесе ĕçлеттереймĕн, хавхалантарса кăна...» Çавăнпа та бизнес валли тивĕçлĕ условисем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ предпринимательсене каялла тавăрса памалла мар субсидисемпе хавхалантараççĕ, çак тĕллев валли кăçал 1,5 хут ытларах укçа уйăрнă. Хăй Президент пуканне йышăннă хыççăн Правительствăри çынсем пурте тенĕ пекех вырăнта юлнине аса илтернĕ: «Çур çултан тин улшăнусем пулчĕç. Хăшĕсем хăйсем кайрĕç - ку йĕркеллĕ. Йыша çамрăклатас тени те пулчĕ - министрсен вăтам çулĕ 4 çул çамрăкланчĕ. Ялсенчи культура çурчĕсен шăпипе кăсăкланнă журналист ыйтăвне хуравласа Михаил Игнатьев кăçал республикăри кашни иккĕмĕш культура учрежденине тĕпрен юсасси пирки пĕлтернĕ. Юлашки вăхăтра çĕр лаптăкĕсен çаврăнăшĕ тĕлĕшпе çивĕч калаçу чылай пулнă - журналистсем, паллах, çак ыйтăва çĕкленĕ. «Çĕр тĕлĕшпе пулакан тавлашусене суд татса парать, - тенĕ Михаил Игнатьев. - Судсем вара вăраха каяççĕ. Паян çĕр çаврăнăшĕ тĕлĕшпе йĕрке тăвас енĕпе ĕçлетпĕр. Çĕре никамран та туртса илесшĕн мар. Ача çуратасси ÿснĕ май ача сачĕсем ытларах кирлĕ. Михаил Васильевич шантарсах каланă: «3 çул хушшинче садик ыйтăвне татса парăпăр. Çитес çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне 3 çул тултарнă ачасене садиксемпе туллин тивĕçтерĕпĕр, 2015 çул тĕлне - 1,5 çул тултарнисене». Кăçал кăна çĕнĕ 10 ача сачĕ хута ямалла. Хăш-пĕр çĕрте шкулсем тулли мар, вĕсене реконструкцилесшĕн. Çемье ача сачĕсем те пулмалла. Çĕнĕ микрорайонсенче пурăнмалли çуртсен 1-мĕш хучĕсенче садиксем уçма тĕллев лартнă. Çакă çынсемшĕн те меллĕ пулĕ: ача хăй пурăнакан çуртах садике çÿрет те - ирсерен инçете леçес хуйхă çук. Кăçал Шупашкарта, Патăрьелĕнче ача сачĕсем уçнă. Унччен сутса янă çуртсене каялла илесшĕн. Хăшĕсем тавăрса пама хирĕç мар, паманнисенчен, паллах, туртса илеймĕн. Юхăннă, авари пулма пултаракан çуртсенче пурăнакансен нуши пирки те калаçу пулнă.  «Савва» компанисен ушкăнĕпе çыхăннă ĕç-пуçпа та кăсăкланнă журналистсем. Михаил Васильевич хăйĕн унчченхи ĕçĕпе çак ыйтусен кураторĕ пулманнине аса илтернĕ. Муниципалитетсен шайĕнчи суйлавсем çывхарнă май хаçатçăсем административлă ресурс витĕмĕпе кăсăкланнă. Михаил Игнатьев шухăшĕпе, адмресурс усси темле пысăк тееймĕн - сасăсен 10-15 процентĕнчен ытла хушаймасть. Тепĕр енчен, унпа ытлашшипех усă курсан халăх протестлесе пачах тепĕр майлă сасăлама та пултарать: «Çавăнпа та эпĕ суйлавçăсене агитаци, калаçса ĕнентерни урлă кăна витĕм кÿмелле тесе шухăшлатăп. Тата - тухăçлă ĕçлеме пултарнине кăтартса». «Хăвăр суйлава хутшăнма хатĕр-и?« Татăклăн каламарĕ - «манăн полномочисен вăхăчĕ тата 3 çул-ха». Пĕр сăмахпа, вăхăт кăтартĕ. Михаил Васильевич хăй суйлавсенчен хăраманнине палăртнă. Лондонри Паралимп вăййисенче икĕ ылтăн çĕнсе илнĕ ентешĕмĕре Елена Ивановăна мĕнле хавхалантарасси те кăсăклантарнă. «Ылтăн медальшăн - 1 млн тенкĕ», - пулнă хурав. Ертÿçĕсем тĕлĕшпе тĕрлĕ тытăм хатĕрлекен рейтингсем пирки те хăйĕн шухăшне палăртнă. «Çынсемпе тĕл пулни мана хушма информаци илме май парать. Эпĕ вак-тĕвекшĕн те, пысăк ĕçсемшĕн те яваплă - кам çине те пулин йăвантарма пултараймастăп», - пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.(«Хыпар»  хаçат хатĕрленĕ)

 



10 сентября 2012
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter