Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Налук тӳлекенсен кашни пусĕпе тĕллевлĕн усă курмалла"

 Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев финанс сферинче вăй хуракансене профессиллĕ уявпа саламланă. Савăнăçлă уяв каçĕ Чăваш патшалăхĕн оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Мероприятие финанс сферинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă  сумлă ветерансем килнĕ. Официаллă майпа çак уява пуçласа ирттерме пĕлтĕртен тытăннă пулнă. Раççейре Финанс министерствине йĕркелесе янăранпа  шăпах 210 çул. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче финанс сфери çулсеренех аталанса вăй илсе пынине палăртса хăварнă. «Финанс сферинче укçа–тенкĕне çирĕп тĕрĕслесе пырас ыйту çивĕч йĕркеленсе пырать.  Налук тӳлекенсен кашни пусĕ тĕллевлĕн усă курăнать» - тесе палăртнă. 2011 çулта укçа-тенкĕпе пĕлсе тĕрĕс усă курнишĕн çĕр-шыври лайăх ĕçлесе пыракан 10 регинсен шуте пирĕн республика лекнĕ. 2012 çулта та ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем лайăх пуласса шантарса каланă. Михаил Игнатьев çак сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене республикăшăн питĕ пысăк витĕм кӳнĕ, экономикăна лайăхлатма пулăшнă  ветерансене чĕререн тухакан тав сăмахăсем каланă.  Финанс сферинче ĕçре уйрăммăн палăрнисене патшалăхăн Хисеп грамотисене парса чысланă.

 



10 сентября 2012
18:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter