Шупашкарта хăвăрт утассипе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртрĕç

 Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ   Михаил Игнатьев хăвăрт утассипе Раççей Кубокне сенсе иллессишен иртекен пулăма уçнă çĕре хутшăннă. Ку хутăнче ăна Шупашкар заливĕн хĕрринче йĕркелесе ирттернĕ. Савăнăçлă пулăма Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников, Раççейĕн хăвăрт утассипе  пĕрлештернĕ ушкăнăн тренерĕ Виктор Чегин тата ыттисем те  хутшăннă. Хăйĕн тав сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ курма пынисене, спортсменсене хавхалантарнăшăн, Раççейĕн Спорт министерствине, çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççейри федерацине Чăваш Енре çакăн пек Тĕнче шайри спорт ăмăртăвĕсене ирттерме шаннишĕн тав туса каланă. «Эпир пĕр хутчен çеç мар Раççей чемпионатне ирттеретпĕр. Халĕ вара 2015 çулта ирттеме палăртнă конкурса хутшăнма ирĕк илтĕмĕр. Пирĕн ку экзаменсене хамăрăн чыспа хӳтĕлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ Шупашкар çыннисене, Лондонра XIV Паралимпиадăра  çĕнтернĕ чăваш спортсменĕ Елена Ивановăна саламланă. Республикăн представителĕ виçĕ ылтăн медале тивĕçнĕ. Алексей Мельников çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин  тĕп тренĕрĕн çумĕ,  Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви хушнипе Чăваш Ен ертӳçне тата Чăваш Енре пурăнакансене çăмăл атлеткăна аталантарас енĕпе пысăк витĕм кӳнĕшĕн чĕререн пысăк тав тунă. Савăнăçлă пулăм вĕçленес умĕн Михаил Игнатьев тата Алексей Мельников Раççей Кубокĕн пĕрремĕш çĕнтерӳçисене саламланă. Пурĕ ăмăртăва Раççейри 13 регионтан 122 хăвăрт утакан хутшăннă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче 25 спортсмен тупăшнă.        

 



10 сентября 2012
12:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter