Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Вырма - халăхпа тумалли ĕç"

 Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова  2011 çулта Чăваш Ен Президенчĕ кăларнă Указа «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ граждансен йĕркисемпе прависем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Паянхи кун тĕлне республикăра ĕç стажĕн виçине пăхса пурĕ  17615 çын тивĕçнĕ. Ку ĕç малалла та пырать.  Ку Указа йышăнни питĕ тĕрĕс. Республикăра çак категорине лекнисем ырăпа çеç асăннине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри вырма, уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă. Çумăрлă çанталăк вăраха кайсан, йĕпе чухне - тепре чух техникăпа ĕçлеме май килмесен алпа та пуçтарма тивĕ. «Тухăçа пуçтарса илесси  вăл халăхпа ĕçлемелли ĕç пулнă яланах», -  тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ. Çав самантрах харпăрхăй хуçалăхĕсене  патшалăх енчен парса пулăшакан субсидисемпе тирпейлĕ усă курмалли çинчен, ăна тĕрĕслесех тăмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Канашлура ытти ыйтусене те тишкернĕ. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференци тавра калаçу хускатнă. Уйрăм палăртнă ыйтусем çинчен тата вĕсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынисемпе тĕрлĕ шайри патшалăх влаç органĕсен, районсемпе хуласен ертӳçисен республикăра пурăнакан мĕн-пур çынсене вăхăтра пĕлтерсе тăмалли çинчен асăрхаттарнă.



10 сентября 2012
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter