Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси" Указа пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе йĕркелӳ ушкăнĕн ĕçлĕ канашлăвне ирттернĕ. Ку пулăма тивĕçлĕ йĕркелесе ирттересси - пысăк яваплăх.  Указа Раççей Президенчĕ алă пуснă хыççăнах республикăри ертӳçĕсем ĕçе кӳлĕнчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çитес уйăхра çивĕч ĕçлемеллине асăрхаттарнă. Укçа –тенкĕпе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех тĕрĕслесе татса памаллине те палăртса хăварнă. Пысăк мероприятийĕн ĕçлĕ ушкăнăн членĕсем уявпа çыхăннă ытти ыйтусене те тишерсе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

 



10 сентября 2012
12:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter