Михаил ИГНАТЬЕВ: «Эпĕ вак-тĕвекшĕн те, пысăк ĕçсемшĕн те яваплă»

Республика тилхепине тытнăранпа икĕ çул çитнине халалланă пресс-конференцире Чăваш Ен Пуçлăхĕ 33 ыйтăва хуравларĕ, тĕл пулу 3 сехет те 20 минута яхăн тăсăлчĕ.

Чăннипех уçă та интереслĕ калаçу пулчĕ.

Михаил Васильевич икĕ çул питĕ хăвăрт иртсе кайнине палăртрĕ. РФ Президенчĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, республикăра пурăнакансен шанăçне туйнă май яваплăх питех те пысăкки çинчен каласа малашне те тăрăшса ĕçлеме хатĕ­­р­­­­рине çирĕплетрĕ: «Эпĕ - халăх чури».

Ача - ытларах,

пурнăç - вăрăмрах.

Социаллă пурнăçпа экономикăри ла­ру-тăрăва пĕтĕмĕшле хакланă май ыррине палăртнипе пĕрлех çитменлĕ­­хсем çинчен те уççăн калама шантарчĕ: «Лару-тăрăва илемлетсе кăтартмалла мар, ку - манăн принциплă позици». Чи малтанах республикăра ача çуратасси ÿсни çинчен кăмăллăн каларĕ: кăçал Чăваш Енре пĕлтĕрхинчен 829 ача ытларах çуралнă. «Куншăн хамăрăн илĕртÿллĕ хĕрарăмсене тав тумалла». Юлашки 10 çул хушшинче пуçласа Чăваш Енре демографи енĕпе ÿсĕмлĕ кăтарту пулать. Пурнăç тăршшĕ хушăнни те - пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Паян республикăра хĕрарăмсен вăтам пурнăç тăршшĕ 72 çулпа танлашнă, арçынсен - 60 çул. Çак кăтартусем, паллах, Чăваш Енре пурнăç шайĕ хăпарнине çирĕплетеççĕ.

Тепĕр самант - ĕçсĕрлĕх. Михаил Игнатьев хăй Президента ларнă хыççăнхи вăхăта аса илтерчĕ - ун чух Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх шайĕ 9% ытла пулнă. Паян çак çивĕчлĕхе сирнĕ теме май пур. Ун чухне ĕç укçипе çыхăннă парăм виçи те 120-125 млн тенкĕ пулнă. Пĕлтĕрхи кăрлачра ĕçлекен кашни çын пуçне тивекен шалу парăмĕ 307,5 тенкĕпе танлашнă. Халĕ ĕç-пуç чылай лайăхрах.

Хваттер тума-туянма пая кĕрсе улталаннă çынсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва та çĕклерĕ. Вĕсен шучĕ 1 пин ытла çын пулнă. Паян - 575 çын. Михаил Игнатьев çак йышăн çуррине кăçал хваттерсемпе тивĕçтерме шантарчĕ, тепĕр çурри çитес çула куçать - ку конкурс производствин кăткăс ыйтăвĕсемпе сăлтавланнă. Çынсене улталанисемпе право хуралĕн органĕсем ĕçлеççĕ. Хваттерсĕр юлнăскерсене кредитпа пулăшма бюджетран 10 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Процент виçисене бюджет шучĕпе саплаштараççĕ, çавна май нушаллăскерсене республика май пур таран пулăшни куç кĕрет.

Патшалăх парăмĕ пирки те сăмах пулчĕ. «Эпĕ республикăна йышăннă чух парăм 10 млрд тенкĕ ытлаччĕ, - палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ, - ĕçлесе илекен кашни тенкĕ пуçне пирĕн 70 пус тавăрса пама тиветчĕ - бюджетшăн питĕ пысăк тиев». Çавна май парăма чакарма тăрăшнă, халĕ Чăваш Ен хайхи тенкĕ пуçне тавăрмалли 50 пусран ытла мар тивекен 30 регион шутĕ­­нче. Апла пулин те республика çăмăллăхлă условисемпе кредит татах илет: укçа ача сачĕсем çĕклеме, инфратытăм йĕркелеме кирлĕ - «Хамăрăн обязательствăсене туллин пурнăçлăпăр».

 

Мускав тухăçлă

ĕçе хаклать.

Журналистсем Мускав пулăшнипе пурнăçламалли инвестици проекчĕсемпе кăсăкланнă май Михаил Игнатьев укçа-тенкĕ Регионсен аталанăвĕн министерстви урлă кăна мар, ытти ведомствăран та килнине палăртрĕ: «Çыхăнусем йĕркеленнĕ, эпир илекен укçа виçи çуллен ÿссе пырать». Халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçлама кăçал 270 млн тенкĕ илетпĕр. Федераци бюджетĕнчен тĕрлĕ субъект валли ку енĕпе пĕтĕмпе 3 млрд тенкĕ уйăрнине шута илсен - Чăваш Енĕн «кукăль татăкĕ» чăннипех пысăк. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине хавхалантарма 70 млн тенкĕ уйăрнă. Çав шутран 41 млн тенкине Шупашкарти «Çĕнĕ хула» тĕлĕнчи çулсен «развязкине» тума хываççĕ. Тата - монохулана, Улатăра, аталантарма 551 млн тенкĕ уйăрнă : «Пирĕн авалхи Улатăр халĕччен кун чухлĕ укçа курман».

«Тĕллев - эпир кашни тенкĕпе тухăçлă усă курнине ĕнентересси, - терĕ Михаил Васильевич, - çапла тунин кăтартăвĕ куç кĕрет. Хăшĕсем эпир федераци центрĕпе çыхăну тытса тухăçлă ĕçлейменни пирки калаçкалаççĕ. Пачах тепĕр майлă: юлашки 2 çул хушшинче бюджет тивĕçтерĕвĕ валли илнĕ дотацисене умĕнхи çулсенчипе танлаштарас тăк - укçа виçи самай пысăкланнă. 2 çулта ÿсĕм 37% танлашнă, 1456 млн тенкĕ илнĕ. Кăçалхи ÿсĕм - 17,9%».

Раççей ВТОна кĕнĕ май хамăрăн ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пирки пăшăрхануллă ыйту пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă утăм ял хуçалăхĕшĕн питех те сисĕмлĕ пулассине йышăнчĕ: «Хам та ял хуçалăхĕнче 27 çул ĕçленĕ, çавăнпа хресчен менталитетне улăштарма тăрăшмалла. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле - ку енĕпе эпир пĕтĕмпех туса ĕлкĕреймерĕмĕр». Кам çапла туман - вĕсене йывăр килĕ. Ял хуçалăхĕн пайăр отраслĕсене илес тĕк - сысна ĕрчетес ĕçе йывăр килме пултарать. Михаил Васильевич Дани тĕслĕхне илсе кăтартрĕ: унта кашни çын пуçне сыснан 4 тушкине çитĕнтереççĕ. Паллах, пире вĕсемпе тупăшма çăмăл пулмĕ. Çапах кайăк-кĕшĕк çитĕнтересси, ĕне ашĕ туса илесси такăнмалла мар, «вĕсем - хÿтĕленнĕ отрасльсем». Тыр-пул туса илесси пирки калас тăк - кунта та çĕр çинче çанталăк ăшăтса пынине шута илмелле.

Республика ертÿçи ял хуçалăхне инвесторсем килессе, çĕнĕ технологисене çул парасса шанать. Унсăрăн çамрăк кадрсем те пулмĕç: «Вĕсене хистесе ĕçлеттереймĕн, хавхалантарса кăна...» Çавăнпа та бизнес валли тивĕçлĕ условисем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ предпринимательсене каялла тавăрса памалла мар субсидисемпе хавхалантараççĕ, çак тĕллев валли кăçал 1,5 хут ытларах укçа уйăрнă.

Никама та хăваласа яман.

Хăйĕн командинчи çынсен ĕç-хĕлне хаклама ыйтнă май журналистсем пайăр хушаматсем янăрасса та кĕтнĕччĕ пуль. Çук, асăнмарĕ, «эпĕ апла хаклани вырăнлах мар-тăр» терĕ çеç. Хăй Президент пуканне йышăннă хыççăн Правительствăри çынсем пурте тенĕ пекех вырăнта юлнине аса илтерчĕ: «Çур çултан тин улшăнусем пулчĕç. Хăшĕсем хăйсем кайрĕç - ку йĕркеллĕ. Йыша çамрăклатас тени те пулчĕ - министрсен вăтам çулĕ 4 çул çамрăкланчĕ. Тивĕçтерместĕн тесе эпĕ никама та каламан. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ыйтусем пулнă. Эпĕ лару-тăрăва лайăхлатса кăтартма тăрăшнине юратмастăп, мĕншĕн тесен ĕç-пуçа хам курса тăратăп. Çавăнпа Общество палатине йĕркелерĕмĕр, оппозицири партисемпе те хутшăнатăп».

Кадрсен темине тăснă май вăл е ку должноç валли темиçе кандидата тишкерни çинчен каларĕ, паллах, вĕсене право хуралĕн органĕсем «тасалăх енĕпе» тĕрĕслеççĕ. Михаил Игнатьев хамăрăн чикĕ леш енче пурăнакан ентешĕмĕрсемпе кăсăкланнине те пытармарĕ, вĕсен списокне хатĕрлеме те хушнă-мĕн. «Раççей территорийĕнче пурăнаканнисене вара пĕлетпĕр, - терĕ. - Пире вăйлă çынсем кирлĕ - пĕр теçетке те пулин. Вĕсем кунта хăйсен производствисене йĕркелеччĕр. Кирлĕ условисемпе тивĕçтерĕпĕр - пирĕн вĕсемшĕн пулăшуçă пулмалла».

Ялсенчи культура çурчĕсен шăпипе кăсăкланнă журналист ыйтăвне хуравласа Михаил Игнатьев кăçал республикăри кашни иккĕмĕш культура учрежденине тĕпрен юсасси пирки пĕлтерчĕ. Ку ĕç валли 317 млн тенкĕ уйăрнă. Çавна май çак кунсенче Раççей премьерĕ Дмитрий Медведев çак кунсенче регионсенчен пĕринче пулнă май унти хăш пĕр объект пирки клуб учрежденийĕ теме те май çуккине палăртнине аса илтерчĕ. Пирĕн унашкал юхăннă культура çурчĕсем çук. Михаил Васильевич вĕсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтерме тăрăшнине те палăртрĕ: «Çакă çамрăксене пушă вăхăта усăллă ирттерме кирлĕ. Ваттисем те çÿреччĕр - вĕсем те пĕр пĕринпе хутшăнасшăн. Вĕсемпе тĕл пулатăп та - эпир «Бураново карчăкĕсенчен» мĕнпе кая теççĕ. Çавăнпа та ку ĕçе малашне те бюджет шучĕпе пулăшса пырăпăр».

Çĕр - чăн пуянлăх.

Юлашки вăхăтра çĕр лаптăкĕсен çаврăнăшĕ тĕлĕшпе çивĕч калаçу чылай пулчĕ те - журналистсем, паллах, çак ыйтăва çĕклерĕçех. «Çĕр тĕлĕшпе пулакан тавлашусене суд татса парать, - терĕ Михаил Игнатьев. - Судсем вара вăраха каяççĕ. Паян çĕр çаврăнăшĕ тĕлĕшпе йĕрке тăвас енĕпе ĕçлетпĕр. Çĕре никамран та туртса илесшĕн мар. Сутмалла, туянмалла - пĕтĕмпех саккунлă пултăр. Ултавçăсем, вăрттăн схемăсем пур - тепĕр чух вăл е ку лаптăка пĕр пус тÿлемесĕрех ярса илеççĕ».

Муркаш районĕнчи тĕслĕхе илсе кăтартрĕ. Пĕрремĕш инстанцири суд ыйтăва Пурлăх министерстви майлă татса панă. Унта саккунăн темиçе нормине пăснă. Республика харпăрлăхне куçакан 118 гектар çĕре нумай ачаллă çемьесене парĕç: «Вĕсене Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче лаптăксем сĕнтĕмĕр - инçе тесе килĕшмеççĕ. Кунта вара - тĕп хуларан инçе мар, вăт, 118 гектар, кашни çемьене 10-шар сотка - миçе çынна çĕрпе тивĕçтерессине шутласа пĕлме йывăр мар». Кашни муниципалитетăн çĕр лаптăкĕсен пĕрлехи бази пулмалла. Уçăмсăрлăх вара ултавлă ĕç-пуç валли çул уçать. Вырăнсенчи влаçсене те сăмах тиврĕ. Хайхи Муркаш районĕнче, сăмахран, арендăна панă çĕрсем тĕлĕшпе аренда тÿлевĕн парăмĕ 8,5 млн тенке çитнĕ: «Апла пулин те пĕр тавăç та тăратман, пĕр лаптăка та туртса илмен!» Çавна май Михаил Васильевичăн районăн унчченхи влаçĕсен тÿрĕ кăмăллăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ пур пек те туйăнчĕ, чăн та, кун пирки сăмах вакламарĕ. Шупашкарта та çĕршĕн аренда укçи, налук тÿлеменнисем пур: «Аренда укçине тÿлеменшĕн кăна çĕре усă курма панин килĕшĕвне пĕр енлĕн пăрахăçлама пулать - судсăр-мĕнсĕрех. Тĕп хулара çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе ыйтусем пур. Хăшĕсем хăй вăхăтĕнче çĕрсене ярса илнĕ те халь хаклăпа сутаççĕ, урăх нимĕн те тумаççĕ. Çĕр - пирĕн пуянлăх, унпа усă курмалла».

Ача çуратасси ÿснĕ май ача сачĕсем ытларах кирлĕ. Ку ыйтăва татса парас тĕлĕшпе республика мĕн тăвать? Михаил Васильевич шантарсах каларĕ: «3 çул хушшинче садик ыйтăвне татса парăпăр. Çитес çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне 3 çул тултарнă ачасене садиксемпе туллин тивĕçтерĕпĕр, 2015 çул тĕлне - 1,5 çул тултарнисене». Кăçал кăна çĕнĕ 10 ача сачĕ хута ямалла. Хăш-пĕр çĕрте шкулсем тулли мар, вĕсене реконструкцилесшĕн. Çемье ача сачĕсем те пулмалла. Çĕнĕ микрорайонсенче пурăнмалли çуртсен 1-мĕш хучĕсенче садиксем уçма тĕллев лартнă. Çакă çынсемшĕн те меллĕ пулĕ: ача хăй пурăнакан çуртах садике çÿрет те - ирсерен инçете леçес хуйхă çук. Кăçал Шупашкарта, Патăрьелĕнче ача сачĕсем уçнă. Унччен сутса янă çуртсене каялла илесшĕн. Хăшĕсем тавăрса пама хирĕç мар, паманнисенчен, паллах, туртса илеймĕн.

Юхăннă, авари пулма пултаракан çуртсенче пурăнакансен нуши пирки те калаçу пулчĕ. «Питĕ кăткăс ыйту, - йышăнчĕ Михаил Васильевич. - Çапах ку енĕпе ытти регионпа танлаштарсан пирĕн патри лару-тăру çăмăлрах. Пĕтĕмпе 17,2 пин çынна куçармалла. Иртнĕ 3 çулта йышăн 28% куçарнă. Тата 4 млрд тенкĕ кирлĕ. Сахалтан та 7 çул иртет. Паллах, мана Игнатьев питĕ нумай вăхăт ыйтать тесе сивлеме пултарĕç, анчах хăвăртрах тăвăпăр тесе шантарма пултараймастăп». Ĕçе хăвăртлатас тесен çав çуртсенче пурăнакансен хăйсен те тăрăшмаллине палăртрĕ, вĕсем те хăйсен укçине хывсан çăмăлрах пулĕ: «Пире кăна шансан, калатăп-çке, 7 çул иртĕ».

Республикăра вырма вĕçленмен-ха - çавăнпа та çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртесси пирки ыйту пулмаллахчĕ ĕнтĕ. Пулчĕ те. Ыйту панă корреспондент Чăваш Енре халĕ тĕш тырă тухăçĕ 19 центнертан кăшт ытлараххи пирки каларĕ те - Михаил Васильевич çанталăк йĕпе-сапаллă тăнă май çухатусем татах ÿсессине кура çак виçе те пĕчĕкленме пултарассине пытармарĕ. Анчах кăçал тĕш тырă хакĕ аван - çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Паллах, эпир - çĕр ĕçĕ тĕлĕшпе шанчăклă регион мар, - терĕ вăл. - Краснодар, Воронеж тăрăхĕсемпе танлашаймăпăр, вĕсен хура тăпра сийĕ - 1 метр хулăнăш. Çапах пирĕн патра та пĕрисен тухăçĕ пĕчĕк, теприсен - пысăк. Ку - хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхне аркатнин кăтартăвĕ». Беларуç тĕслĕхне илсе кăтартрĕ - унта ял хуçалăх наукине упраса хăварма пултарнă. Пирĕн патра вара тĕп тунă - çĕнĕрен çĕклемелле.

«Саввăпа» ыттисен йывăр еткерĕ.

«Савва» компанисен ушкăнĕпе çыхăннă ĕç-пуçпа та кăсăкланчĕç. Михаил Васильевич хăйĕн унчченхи ĕçĕпе çак ыйтусен кураторĕ пулманнине аса илтерчĕ. Çапла, хваттер тума укçа хывнă нумай çыннăн укçи айккине кайнă. Çакăн сиенне пĕчĕклетес енĕпе хальхи влаçсен ĕçлеме тивет. ЧР Пуçлăхĕ панкрута тухнă Атăлçи пир-авăр компанийĕнче республика тÿпи 19% пулнине палăртрĕ: «Анчах çав процентсенчен унчченхи влаç 1 пус та ĕçлесе илмен. Пирĕн вара унта ĕçлекенсен, хваттер тума хутшăннă май улталаннисен интересĕсене хÿтĕлесе нумай тăкакланма тиврĕ». Çак ĕç-пуçпа çыхăннă Романцов пирки 14 уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл Америкăра-мĕн, Генпрокуратура ăна çĕр-шыва илсе килес енĕпе ĕçлет.

ВТКран пушаннисене ĕçе вырнаçтармалла - каллех çивĕч ыйту. Юрать-ха, «Çĕнĕ хулана» реанимацилеме май килнĕ. Унта 1 млн м2 çурт-йĕр тумалла, кăçал 20 пин м2 хута ямалла. Халĕ «яваплăха туякан строительство организацийĕсем» ĕçе пуçăннă - шанчăклă. Чăн та, чăрмавсăр мар. Хăй вăхăтĕнче пулас микрорайонти коммуникацисене бюджет шучĕпе тунă, унчченхи строительство организацийĕсем вара вĕсен пĕр документацине те хăварман иккен - çĕнĕрен тума тивет, вăхăт иртет.

Михаил Васильевичăн «Çĕнĕ хулапа» çыхăннă шанăçĕ пысăк. Хваттер черетĕнче - 75 пин ытла çемье. Кунта вара социаллă программăсене пурнăçлама та май пур. Влаçсем ача сачĕсем, шкулсем тăвассине хăйсем çине илĕç. Çывхартса палăртсан çурт-йĕрĕн 70% - коммерци çурчĕсем, 30-шĕ социаллă хваттерсем пулмалла.

Çурт-йĕр тенĕрен, Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне малалла аталантарасшăн. Çак программăна Михаил Игнатьев тухăçлă тесе хакларĕ, вăл пĕчĕк тупăшлă çемьесене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме май парать вĕт. Çак программа çаврăнăшĕнче - 2,4 млрд тенкĕ. Пĕтĕмпе 1830 хваттер. Татах тăвасшăн. Анчах - бюджет укçипе мар. Çав хваттерсенче пурăнакансем вĕсене туянма пултараççĕ. Тăваткал метрсене сутнă май пухăнакан укçапа вара çĕнĕ хваттерсем тума май пулĕ. Фондри çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкне 200 м2 çитерес тĕллев пур, хальлĕхе - 86 пин. Хваттерсене сутни бюджетшăн та усăллă пулмалла. Хваттер çын харпăрлăхне куçать тĕк - вăл ăна хăех юсать, кирлĕ пек пăхса тăрать. Хуçасăрри вара часах юхăнать - юсама кайран бюджетранах тăкакланма тивĕ.

Ултавлă ĕç-пуç пирки калаçнă май Михаил Васильевич Çĕнĕ Шупашкарти чăх-чĕп фабрикин тĕслĕхне те илсе кăтартрĕ. Патшалăх пурлăхĕпе усă курса ĕçленĕ май фабрика 400 млн тенкĕ тăкак кăтартни ăна та тĕлĕнтернĕ иккен. Юнашарах тепĕр фабрика - тупăшлă ĕçлет. Çавна май унтан та укçана оффшор зонине илсе тухни пирки иккĕленменнине палăртрĕ. «Федераци министрĕсемпе хам тĕл пултăм, фабрикăна республика харпăрлăхне илтĕмĕр. Инвесторсем тупăнчĕç. Пире патшалăх харпăрлăхĕнче чăх-чĕп фабрики кирлĕ мар, ăна сутăпăр, бюджет валли вун-вун млн тенкĕ укçа пулĕ. Фабрика вара çулталăкра 10 пин тоннăран кая мар аш-какай хатĕрлĕ. Ку енĕпе мана намăс мар. Эпĕ политика тĕлĕшпе никама та хÿтлĕхпе тивĕçтерместĕп, ман çумра унашкал çынсем çук. Чăн та, витĕм кÿрес текенсем тупăнаççĕ», - уççăн калаçрĕ республика Пуçлăхĕ.

«Суйлавран хăрамастăп!».

Муниципалитетсен шайĕнчи суйлавсем çывхарнă май хаçатçăсем административлă ресурс витĕмĕпе кăсăкланчĕç. Михаил Игнатьев шухăшĕпе, адмресурс усси темле пысăк тееймĕн - сасăсен 10-15 процентĕнчен ытла хушаймасть. Тепĕр енчен, унпа ытлашшипех усă курсан халăх протестлесе пачах тепĕр майлă сасăлама та пултарать: «Çавăнпа та эпĕ суйлавçăсене агитаци, калаçса ĕнентерни урлă кăна витĕм кÿмелле тесе шухăшлатăп. Тата - тухăçлă ĕçлеме пултарнине кăтартса».

«Хăвăр суйлава хутшăнма хатĕр-и?« Татăклăн каламарĕ - «манăн полномочисен вăхăчĕ тата 3 çул-ха». Пĕр сăмахпа, вăхăт кăтартĕ. Михаил Васильевич хăй суйлавсенчен хăраманнине палăртрĕ: «1987 çулта эпĕ çартан таврăннă кăначчĕ. Горбачев вăхăчĕ, демократи тапхăрĕ. Çавăн чух республикăра пуçласа Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăх ертÿçине суйларĕç. 10 çул йĕркеллĕ ĕçлерĕм - намăсланмастăп. Кайран депутата суйланнă, район администрацийĕн пуçлăхне... Лару-тăру çăмăл марччĕ, анчах çынсем, çав вăхăтра оппозицире пулнисем те, ырăпа аса илеççĕ».

Лондонри Паралимп вăййисенче икĕ ылтăн çĕнсе илнĕ ентешĕмĕре Елена Ивановăна мĕнле хавхалантарасси те кăсăклантарчĕ. «Ылтăн медальшăн - 1 млн тенкĕ», - пулчĕ хурав. Хула влаçĕсем те кун пирки шухăшлаççĕ. Марафонра «бронза» çĕнсе илнĕ Татьяна Архиповăна авă хваттер панă. Сăмах май, Олимп вăййисенче марафонра Раççей спортсменĕсенчен чăваш хĕрĕсем кăна медальсем çĕнсе илни чăннипех хăйне евĕрлĕ. 92 тата 96-мĕш çулсенче Валентина Егорова «ылтăнпа» «кĕмĕл» илнĕ, халь ав - Архипова «бронзи». «Марафон - питĕ йывăр спорт тĕсĕ, - мухтарĕ Михаил Игнатьев. - 42 км ытла - чупма мар, пиртен нумайăшĕ çавăн чухлĕ утаймĕ те».

Ертÿçĕсем тĕлĕшпе тĕрлĕ тытăм хатĕрлекен рейтингсем пирки те хăйĕн шухăшне палăртрĕ. «Рейтингсем тĕрлĕ пулаççĕ: чăннисем, кам та пулин тÿлесе хатĕрленисем, - терĕ. - Камăн укçа нумай - кĕввине çав саккас парать, статьясем çуралаççĕ. «Савва» кăларса тăнă «МК», «АиФ», «Коммерсант» хаçатсенче хам çинчен çырнине пĕтĕмпех вуланă тăк - чĕрене ярса тытса больницăна кайса выртмаллаччĕ. Вăл статьясене эпĕ урлă-пирлĕ туртса пăрахнă - 95% суя. Вĕсене хамăр патрах пичетленĕ вĕт-ха. Республика харпăрлăхĕнчи издательство умĕнче 1,2 млн тенкĕ парăма кĕрсе кайнă. Çав укçана кам тавăрса парĕ? Ăна, ав, ыр кăмăллăх шучĕпе «Тантăш» хаçата пама пулатчĕ... Укçашăн совеçе сутма юрамасть...»

Хăй халăхпа час-часах курнăçма тăрăшнине Михаил Васильевич лару-тăрăва, çынсен шухăш-кăмăлне пĕлсе тăма ăнтăлнипе сăлтавларĕ: «Мана пăхăнса тăракансем тĕрлĕ справка çырса параççĕ - унта пĕтĕмпех илемлĕ». Пĕлмелли вара пайтах: «Авă, управляющи компанисем пирки мĕн чухлĕ калаçатпăр - çав-çавах тасатса пĕтерейместпĕр. Ытти регионпа танлаштарсан пирĕн ЖКХра йĕркеллĕрех, çапах çынсен хăйсен прависемшĕн ытларах кĕрешмелле. УКсене вĕсем суйласа илеççĕ вĕт. Çĕнĕ Шупашкарти «Новэках» илер - çаплипех ĕçлет. Анчах ку енĕпе манăн совеç таса. Сăмах май, «Новэк» тĕлĕшпе - 156 суд тавлашăвĕ, пăтрашуллă ĕç-пуç пĕр çулталăк кăна тăсăлмĕ».

«Çынсемпе тĕл пулни мана хушма информаци илме май парать. Эпĕ вак-тĕвекшĕн те, пысăк ĕçсемшĕн те яваплă - кам çине те пулин йăвантарма пултараймастăп», - пĕтĕмлетрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 сентября 2012
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter