Чăваш Ен халăхĕ Аркадий Павлович Айдакпа сывпулашнă

 Авăн уйăхĕн 11–мĕшĕнче Етĕрне районĕн Тури Ачакри культура  çуртĕнче  Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Ял хуçалăх министерствин «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн» ылтăн медальĕн кавалерĕ Аркадий Павлович Айдакпа сывпулашнă. Вăл пирĕнтен ĕмерлĕхех уйрăлса кайнă. Юлашки çула ăсатнă çĕрте Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, тĕрлĕ шайра ĕçлекен республикăри районсемпе хуласенчи ертӳçĕсем, тус-тăванĕсем, юлташĕсем пухăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, сумлă çыннăмăр, пирĕнтен уйрăлса кайнине республика аграрийĕшĕн пысăк çухату пулнине палăртнă. "«Ленинская искра» колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Аркадий Айдак республикăра, ССР Союзĕнче ăмăртса малти вырăнсене йышăннăскер, ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес, выльăх ĕрчетес, çĕр эрозийĕпе кĕрешес енĕпе пысăк опытлă çын пулнă. Вăл 1964-2007 çулсенче «Ленинская искрăра» туса хăварнă ĕç пысăк та курăмлă. Республикăра йĕркелекен ăмăртусенче çуллен малти вырăнсене йышăннă", - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен халăхĕ унăн тăванĕсемпе пĕрле чун-чĕререн кулянать. Тĕнчипе паллă аграрник пирĕнтен уйрăлса кайни - питĕ пысăк çухату.

Тĕплĕнрех



11 сентября 2012
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter