Кÿршĕсем маттуртарах пулчĕç

Шупашкарта вырсарни кун хăвăрт утассипе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Кÿлмек хĕрринчи асфальт çул çинче 13 регионтан пухăннă 120 спортсмен тĕрлĕ дистанцире тупăшрĕ. Вĕсене тата ăмăртăва курма пынисене республика ертÿçи М.В.Игнатьев ăшшăн саламларĕ, Олимп вăййисен çулĕнче ăсталăх кăтартнă спортсменсене тав турĕ, малашне те çĕр-шывпа тăван Чăваш Ен чысне çÿлте тытса пыма ăнăçу сунчĕ.

Чи малтанах 35 километра 23 çултан иртмен яшсемпе арçынсем тухрĕç. Вун улттăнччĕ вĕсем - улттăшĕ финиша çитеймерĕ. Пуринчен малтан дистанцие тĕнче класлă спорт мастерĕ çирĕмри Михаил Рыжов /Мордва Республики/ вĕçлерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнтерÿçĕ командăри юлташĕсем Алексей Барцайкинпа Иван Носков йышăнчĕç. Мускавпа Чăваш Республикишĕн ăмăртакан Эдикт Хайбуллин /вăл Красноармейски районĕнчен/ виççĕмĕш призертан 5 минут кая юлса тăваттăмĕш пулчĕ.

Арçынсем 20 километра утма старта тухнă тĕле çанталăк пăсăлчĕ. Çумăр витĕрех ăмăртма тиврĕ вĕсене: мĕнех - хăнăхнă пурте! Малтанхи çаврăмсенчех тĕнче класлă спорт мастерĕсем - икĕ Петр /Мордва Республикинчи Богатыревпа Трофимов чăваш/ çĕнтерÿшĕн тупăшма чăннипех хатĕррине кăтартрĕç. Çулла иртнĕ Раççей чемпионатĕнче, Мускавра, пирĕн ентешрен сакăр çул çамрăкрах Богатырев самаях иртсе кайнăччĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ: кубок «хуçи» иккĕмĕш вырăн йышăннă Трофимова 40 çеккунт кая хăварчĕ.

Асăннă дистанцирех хĕрарăмсем те ăмăртрĕç. Ку хутĕнче те трасса çине çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинчи чи вăйлă спортсменсем /сăмахран, Олимпиада пьедесталĕ çинче тăма тивĕçлĕ пулнă Мордва хĕрĕсем Елена Лашмановăпа Ольга Каниськина/ тухмарĕç. Вĕсемсĕр иртнĕ тупăшура Светлана Васильевăпа Марина Пандакова хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç. Иккĕшĕ те пирĕн республика командинчен, тĕнче класлă спорт мастерĕсем. Маринăран виçĕ çул кĕçĕнрех Светлана çамрăксен Европăри чемпионачĕсенче те палăрнăччĕ. Халĕ вăл Саранскра пурăнать, çав вăхăтрах Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет. Васильева Пандаковăран пĕр минут ытла выляса илме пултарчĕ.

Хĕр ачасемпе арçын ачасем, юниорсем кĕскерех дистанцисенче тупăшрĕç. Чи пултаруллисене медальсемпе наградăларĕç. Çакна палăртмалла: вун икĕ призертан тăххăрăшĕ Мордва Республикинчен. Шел, чăваш çамрăкĕсем, çитĕннисем пекех, вăйлисемпе пĕр танах ăмăртаймарĕç. Йышпа та сахаллăн пулчĕç. Мордвасем кубок ăмăртăвне виçĕ команда тăратрĕç. Эпир, ăмăрту хуçисем, аран-аран тенĕ пек пĕр команда çеç. Вăл вара очкосен пĕтĕмĕшле шучĕпе кÿршĕллĕ республика командине çывăха та пыраймарĕ (Юрий Плотников)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 сентября 2012
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter