«Иккĕмĕш çăкăра» кăларнă çĕре ял çыннисене ытларах явăçтармалла

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне республикăра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен 89,1% çапса тĕшĕленĕ. Елчĕксем хыççăн Шăмăршăсем те пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ. Патăрьелсен /98,8%/, Комсомольскисен /96,1/, Етĕрнесен /95,8/ вырмана вĕçлеме нумай юлман. Вĕсенчен Улатăр /70,5%/, Шупашкар /68,7/ районĕсем чылай юлса пыраççĕ.  Пÿлмене 376312 тонна - пĕлтĕрхи çак кун тĕлне тĕшĕленинчен 220484 тонна сахалрах - хывнă. Тухăç кашни гектартан вăтамран 19,7 центнер. Çумăр çунăран комбайнсем ĕçлеймеççĕ. Авăнăн 10-мĕшĕнче Красноармейскисем, Куславккасем, Комсомольскисем кăна уй-хире кăларма пултарнă. Çĕр улми кăларассине иртнĕ çулхинчен лайăхрах йĕркеленĕ. Чи нумай Элĕксем /431 га/, Елчĕксем /390/, Патăрьелсем /345/, Вăрмарсем /340/, Комсомольскисем /310,5/ пухса кĕртнĕ. Шупашкар, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче кăларма та тытăнман. Республикипе тухăç кашни гектартан вăтамран 194,3 центнер. Пилĕк районта 109 тонна хăмла пухса илнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 17,6 центнер. Çичĕ районта куккурусран силос хатĕрлеççĕ. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕн 83,8% акма хатĕрленĕ, кĕрхисен вăрлăхне варăнтармалли плана 43,4% тултарнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене ĕççине вăйлатма, «иккĕмĕш çăкăра» кăларнă çĕре ял çыннисене ытларах явăçтарма, типĕ çанталăкпа тухăçлăрах усă курма чĕнсе каланă. (Хыпар хатĕрленĕ)

 



13 сентября 2012
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter