Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин  Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Ларăва республикăри хуласемпе районсенчен муниципалитет ертӳçисем, пĕтĕмĕшле илсен, тĕрлĕ спорт учрежденийĕсенчен спортпа тачă çыхăнса ĕçлекен ĕçчешсем пухăннă. Ларăва уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра спорта аталантарас тĕлĕшпе питĕ çирĕп (сăвай) фундамент хунине палăртнă.  Спорта юратакансем валли тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнса тытса пырас текенсем валли те 3800 спорт сооруженийĕсем пур. «Cпорт валли 2,6 млрд укçа хывнă тата çĕннисем хута яма та палăртсах пыратпăр. Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра спортпа туслисен шучĕ те курăмлăнах пысăк. Çапах та пирĕн çине тăрсах ĕçлемеллисем татах та пур-ха. Калăпăр, салтака каяс текен çамрăксем, нумайăшĕ сывлăхĕ енчен начар пулни самай сисĕнет. Тĕрлĕ чирсене пула, çар ретне тăраймаççĕ», - тесе пăшăрханса пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ.   Наци сывлăхне çирĕплетесси – пуриншĕн те тĕп ыйту пулса тăрать. Кун çинчен пĕр хутчен çеç мар Раççей Президенчĕ Владимир Путин  та калаçу хускатнă. «Каласа хăвармалла, уйрăммăн илсен, пирĕн ентешсем вăйлă, пысăк кăтартусемпе спортра çĕнтереççĕ. Хăшĕсен хăй вăхăтĕнче аталанма, кирлĕ пек, спорт хатĕрĕсем те пулман пулĕ. Çапах та вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе пире савăнтарма пултарчĕç. Эпир вара, тепре чух,  кахалланма та хăятпăр. Спорта валли вăхăт çитерейместпĕр», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Чăваш Ен Пçлăхĕ.  Ларура Михаил Игнатьев хăш-пĕр спорт учрежденийĕсен ертӳçисем пирус туртнăшăн тăрăхласа илнĕ. Енчен те шкул директорĕ е тата физкультура учителĕ пирус туртать пулсан, вĕсем мĕнле–ха  ачасене тĕслĕх кăтартаççĕ?  Пухăннисем умĕнче тĕп ыйтупа Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников тухса калаçнă. Спортри çитĕнӳсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Çитес вăхăтри тĕллевсене палăртнă. Министр республикăри хуласемпе районсенче ытларах массăлла (йышпа) спорта аталантарма чĕнсе каланă. «Енчен те хăш-пĕр ертӳçĕсем ку е çак ыйтусем çине çиелтен пăхма шутлаççĕ пулсан, вĕсемпе уйрăм калаçу та пулма пултарать», - тесе асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Лару вăхăтĕнче Чăваш Енри Спорт министерствин членĕсем хăсен ыйтăвĕсемпе тухса калаçнă. Çамрăксен спорт шкулĕсене аталантарасси, финанс тĕлĕшĕнчи ыйтусене те тарăннăн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



13 сентября 2012
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter