Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 12–мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Правительства членĕсем тĕп саккунăн 72 тата 80 статйисене улшăнусем кĕртесси Чăваш Енĕн çын прависем тата Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйсен институчĕсен проект саккунĕсене тишкернĕ. 2013 çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçине палăртассине те пăхса тухнă. Кăçал вăл 4818 тенкĕпе танлашать. Çитес çул валли 303 тенкĕ хутшăнать. Ларура Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен те чарăнса тăнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов чăваш чĕлхине упраса хăварас тесессĕн, чăвашла – вырăсла словарь кăларас ыйтăва хускатнă. Тăван культура чи малтанах тăван чĕлхе çинче никĕсленет. Шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли пособисене çĕнетсе пырас ыйту та çивĕч тăнă. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков муниципалитет районĕсемпе хула округĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2011 çулхи ĕç–хĕлĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн республика бюджетĕнчен пулăшу парасси çинчен пĕлтернĕ. Районсем хушшинче 1-3 вырăнсене Елчĕк, Патăрьел тата Тăвай  районĕсем йышăннă. Ларура ЖКХна реформăлама пулăшмалли фондран çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарма уйăрнă укçана районсемпе хуласене валеçсе пама пăхса хăварнă. Строительство министрĕ Владимир Громов пĕлтернĕ тăрăх уйăрса панă укçа кăçал 530 çынна çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме çитет. 2013-2014 çулсенче регион тата муниципалитетсен шайĕнчи автоçулсене юсама тата вĕсене кирлĕ пек тытса тăрас ыйту тавра та калаçу хускатнă. Вице-премьер – транспорт министрĕ Михаил Янковский çитес çулта çулсене 32 км тăршшĕ  юсама палăртни çинчен пĕлтернĕ. Ларура ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене ытти тĕллев валли куçарассине, вăрмансемпе сунар ĕçĕ–хĕлĕ валли усă курмалли правилăсене, республика тытса пыракан налуксене йĕркелекен саккуна улшăнусем кĕртесси ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ. Тĕпрен илсен, Правительствăн маларах тунă нумай йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртсе хăварнă.  



13 сентября 2012
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter