Виçĕ хут чемпион

  24 çулти Елена Иванова Лондонри XIV çуллахи Паралимп вăййисенче харăсах виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Ку – чăваш спортсменĕсен Паралимп вăййисенчи чи лайăх кăтартăвĕ. Вăл ăнсăртран пулман. Лена маларах тĕнче чемпионкин ятне икĕ хут тивĕçнĕ, Европа ăмăртăвĕсенче 100 тата 200 метрсене чупса мала тухнă, 200 метра чупса Европа рекордне çĕнетнĕ, 400 метрлă дистанцире – Раççей рекордне.

      Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елена Ивановăна çитĕнÿ тунă ятпа саламланă: «Эсир спортра пысăк паттăрлăх кăтартрăр, тĕнче шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче Тăван çĕршыв чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕр. Хăвăрăн çитĕнĕвĕрсемпе Чăваш Енри физкультурăпа спорт аталанăвне питĕ пысăк тÿпе хыврăр, республикăра пурăнакан нумай çыншăн тĕслĕх пулса тăтăр. Сире пысăк ăсталăхшăн, çирĕп кăмăлшăн тата çитĕнÿсемпе çырлахмасăр малалла ăнтăлнăшăн тав тăватăп. Мĕнпур тĕллевĕрпе ĕмĕтĕр пурнăçланса пыччăр!»



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
13 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter