Михаил Игнатьев министрсене чăвашла калаçма сĕнет

Республика Конституцине улшăнусем кĕртесси, чăваш чĕлхи, граждансене юхăннă çуртсенчен куçарма укçа уйăрасси - Министрсен Кабинечĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче çак ыйтусем тĕпре пулчĕç.

Тĕп саккунăн 72 тата 80 статйисене улшăнусем кĕртесси Чăваш Енĕн Çын прависем тата Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕсен институчĕсене туса хурассипе çыхăннă. Ачасен омбудсменĕ пирĕн пур-ха, анчах, Михаил Игнатьев калашле, унăн статусне саккунпа çирĕплетмен. Халь ку çитменлĕх пĕтет. Юстици министрĕ Надежда Прокопьева палăртнă тăрăх - Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй институчĕ çын прависемпе интересĕсен патшалăх хÿтлĕхне тивĕçтерме кирлĕ. Вăл никама пăхăнми тытăм пулать, республика ертÿçисен умĕнче те явап тытмĕ. Уполномоченнăй - патшалăх должноçĕ, çавна май çак института тытса тăма бюджетран укçа уйăрма тивет. Çитес çул валли - 2,4 млн тенкĕ. Тивĕçлĕ саккун проектне те ырларĕç те - унта çак должноçа камсем йышăнма пултарассине те çирĕплетнĕ: 30 çултан кĕçĕн мар, çын прависем енĕпе тивĕçлĕ аслă пĕлÿ пулмалла, ăна Патшалăх Канашĕ пилĕк çуллăха çирĕплетет.

2013 çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçине çирĕплетесси тавлаштармарĕ. Çак виçе ватăсене социаллă тÿлев шутласа панă чух усă курма кирлĕ. Кăçал вăл 4818 тенкĕпе танлашать, çитес çул валли 303 тенкĕ хушăнать - 5121 тенкĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту - республикăн «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунне 2013-2020 çулсенче пурнăçламалли тĕллевлĕ программа. Унпа паллаштарнă май вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов халĕччен мĕн туни çинчен те каласа пачĕ. Тăван чĕлхене аталантармалли нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ. Шкулсенче ачасем чăвашла вĕренеççĕ, вĕсене 800 вĕрентекен пĕлÿ парать, юлашки çулсенче чăвашла кĕнеке чылай кăларнă. Çапах министр тăван чĕлхепе пĕлÿ илекен ачасен тÿпи чакнине пăшăрханса палăртрĕ. Тап-таса чăваш районĕсенчех тăван чĕлхене предмет пек кăна ăса хываççĕ. Çав вăхăтрах тĕп хулара та ытти предмета та чăваш чĕлхипе усă курса вĕрентнин тĕслĕхĕсем пур.

Владимир Николаевич пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче чăвашла-вырăсла пысăк словарь кăлармаллине асăнчĕ. Юлашки кăларăм 85-мĕш çултах пулнă. Ăнлантару словарьне те пĕр том çеç кăларнă - ку енĕпе малалла ĕçлемелле. Çавăн пекех шкул ачисене вĕренÿре пулăшакан кăларăмсем те кирлĕ - чăвашла атлассем таранах. 13-20-мĕш çулсем валли палăртакан программăна пурнăçламашкăн 16,8 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш ачисене те литературăпа тивĕçтермелли пирки аса илтерчĕ. Тăван культура чи малтанах тăван чĕлхе çинче никĕсленет - çакна тĕпе хумалла. Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçи Петр Краснов шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли методикăсене çĕнетесси пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ, вĕренÿ министрне чи малтанах шкул библиотекисем валли литература çителĕклĕ туянма сĕнчĕ. Программа пирки калас тăк, унăн шухăшĕпе, «вăл интереслĕ, ĕçлессе шанатăп».

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов та пăшăрханăвне пытармарĕ. Калăпăр, чăвашла куçарассиех - çивĕч ыйту. Куçаруçăсем пур-ха, анчах вĕсем тĕпрен илсен çулланнă çынсем. Шкулта ачасене пуçламăш классенче ытти предмета та чăвашла вĕрентме тăрăшмалла, «пĕчĕккĕллех тăван чĕлхене ăса хывмарĕç тĕк - кайран кая юлатпăр». Ку шухăшпа Михаил Игнатьев та килĕшрĕ, çавна май Вĕренÿ министерствинчен нумай килнине палăртнипе пĕрлех ытти министра та çапла сĕнчĕ: «Чăвашла пĕлекенсенчен тĕрлĕ çĕрте сăмах илнĕ май чăвашла калаçма ыйтатăп. Сирĕн хыççăн ыттисем те туртăнĕç. Ас тăватăп-ха, студент чухнехи çулсенче троллейбусра-мĕнре чăвашла калаçма вăтанатчĕç. Халь апла мар, улшăну пур, эппин, çак туртăма çирĕплетсе пымалла».

Профвĕренÿ учрежденийĕсене çамрăксене республика бюджечĕн шучĕпе йышăнмалли тĕрĕслев цифрисене çирĕплетмелли йĕркепе çыхăннă ыйтупа та вĕренÿ министрĕ сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - экономикăпа управлени, гуманитари, транспорт, ытти хăш-пĕр отрасль специальноçĕсемпе вĕренÿ заведенийĕсем çамрăксене ытлашшипех йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах халăх ыйтăвĕсене татса парас, приборсем тăвас, хими технологийĕсем, физикăпа математика наукисем енĕпе специалистсем çитмеççĕ. Эппин, бюджет укçине валеçнĕ чух çакна та шута илмелле. Çавна май вĕренÿ заведенийĕсенчи бюджет вырăнĕсен шутне малашне вăл е ку аслă шкулта иртнĕ çулсенче миçе вырăн пулнине кура мар, урăхларах сăлтавсене пăхса палăртасшăн. Çав шутра - вĕренÿ заведенийĕсем предприятисемпе çамрăксене ĕçе йышăнма килĕшÿсем туни, выпускниксем ĕçе вырнаçни, общежитисенчи вырăнсен шучĕ, вĕрентÿ программисене хатĕрлеме ĕç паракансене явăçтарни тата ыт.те.

Михаил Игнатьев вĕрентсе хатĕрлекенсен шучĕ тата вĕсен ĕç рынокĕнче кирлĕ йышĕ шайлашуллă пулмаллине çирĕплетсех каларĕ: «Экономика, управлени, гуманитари специалисчĕсем вĕренсе тухаççĕ те - кайран ĕçе вырнаçаймаççĕ. Çĕнĕрен вĕренме тивет - мĕн чухлĕ тăкак! Çакна çамрăксен ашшĕ-амăшĕн те шута илмелле - йăнăшмалла мар. Тепĕр чух çапла та пулать: çын аслă пĕлÿ илнĕ, кайран вара çĕнĕрен вăтам професси вĕренÿ заведенине кайма тивет - мĕншĕн тесен ку профессипе ĕç укçи пысăкрах. Пирĕн çак самантсене пайăр тĕслĕхсемпе усă курса халăха ăнлантармалла».

Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков муниципалитет районĕсемпе хула округĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2011 çулхи ĕç-хĕлĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн республика бюджетĕнчен хавхалантарасси çинчен пĕлтерчĕ. Районсен хушшинче 1-3-мĕш вырăнсене Елчĕк, Патăрьел, Тăвай районĕсем йышăннă, хуласен тупăшăвĕнче Канаш, Улатăр, Шупашкар малта. Çавна май Елчĕксем - 360 пин, Патăрьелсем - 340 пин тенкĕ илĕç, Канашсене 300 пин тенкĕпе хавхалантарма йышăннă. Çак виçе пĕчĕкрех текенсем пулчĕç. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков малашне ăна пысăклатас шухăш пурри çинчен каларĕ. Çак укçапа вырăнсенчи инфратытăма аталантарма усă курмалла. Чăн та, ку енĕпе малашне улшăну пулма пултарать. Республика Пуçлăхĕ тÿлев виçине пысăклатсан унăн пĕр пайне çак çитĕнĕве тăвакан çынсене хавхалантарма ярасси пирки шухăшласа пăхмалли çинчен каларĕ.

ЖКХна реформăлама пулăшмалли фондран çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарма уйăрнă укçана районсемпе хуласене валеçсе пама йышăнчĕç. Строительство министрĕ Владимир Громов пĕлтернĕ тăрăх - куçарнă укçа кăçал 535 çынна /198 çемьене/ çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме çитет. Чăн та, чăрмавлă ыйту пур. Регионсен аталанăвĕн министерстви тăваткал метр хакне 27,3 пин тенкĕ шайĕнче палăртнă. Шупашкарта вара вăтам хак 35 пин тенкĕ урлă та каçнă. Çитмен пайне ăçтан тупмалла? Михаил Игнатьев саккунлă мелсем шыраса тупма сĕнчĕ. Çав шутра - тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме те. Юхăннă çуртсенчен çынсене куçарассине илес тĕк - иртнĕ эрнере йĕркеленĕ пресс-конференцире вăл çак ыйтăва татса пама 7 çул кирли çинчен каланине аса илтерчĕ. Ĕçе хăвăртлатас тесен хайхи çуртсенче пурăнакансен хăйсен те укçа-тенкĕн пĕр пайне хывма тăрăшмалла.

2013-2014 çулсенче регион тата муниципалитетсен шайĕнчи автоçулсене юсама, тытса тăма укçа уйăрас ыйту тавра та калаçу пулчĕ. Вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский пĕлтернĕ тăрăх - çитес çул 32 км тăршшĕ автоçулсене юсама палăртнă, çак ĕç валли 643 млн тенкĕ кирлĕ, 14-мĕш çулхи план - 53 км, 715 млн тенкĕ.

Ларура çавăн пекех ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене ытти тĕллев валли куçарассипе, вăрмансемпе сунар ĕç-хĕлĕ валли усă курмалли правилăсемпе, республика тытса пыракан налуксене йĕркелекен саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç, Правительствăн маларах тунă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.

  Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 сентября 2012
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter