«Çулталăк кĕнеки-2012» наци конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă

Мускаври К.С.Станиславский тата Вл.И.Немирович-Данченко ячĕллĕ академи музыка театрĕн залĕнче «Çулталăк кĕнеки-2012» наци конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Конкурса иртнĕ çулхи çурларан пуçласа кăçалхи çурла уйăхĕччен тухнă пине яхăн кĕнеке хутшăннă. Вĕсене - Мускав, Санкт-Петербург, Раççей регионĕсен 200 яхăн издательстви пичетленĕскерсене - 11 номинаципе хакланă. Çивĕч тупăшăва Чăваш кĕнеке издательстви кун çути кăтартнă тăватă томлă Чăваш энциклопедийĕ те хутшăннă, финала тухнă. Ăна «Humanitas» номинаципе хакланă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Шупашкара номинант дипломĕсемпе таврăннă. Палăртса хăвармалла: «Çулталăк кĕнеки» наци конкурсне федерацин Пичет тата массăллă коммуникаци енĕпе ĕçлекен агентствин пуçарăвĕпе 1999 çулта йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çĕр-шывра кĕнеке кăларас ĕçе пулăшасси, вулава, кĕнеке культурине пропагандăласси, кĕнеке искусствин чи лайăх тĕслĕхĕсене хавхалантарасси. Конкурсăн гран-прине «100 лет Государственному музею изобразительных искусств имени Пушкина. 1912-2012» ?«Гамма-пресс» издательство% икĕ томлă альбом тивĕçнĕ. (Н.Смирнова - Хыпартан хатĕрленĕ)

 



14 сентября 2012
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter