Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕсене уявпа саламланă

Паян, авăн уйăхĕн 14–мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн  санитарипе эпидемиологи патшалăх службине туса хунăранпа 90 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче çак палăртнă уяв, кăçалхи истори çулталăкĕпе тӳр килнине каланă.  Çак вăрах вăхăтра темĕнле улшăнусем те пулса иртнĕ пулĕ, анчах та çак служба, хăйĕн умри тĕллевĕсене пăрахăçа кăларман, çухатман - яланах халăха тивĕçлĕ пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă, çынсен пурнăçне тĕпрен лайăхлатса ылмаштарассишĕн тăрăшнă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ нумай кăтартăвĕсемпе Раççей шайĕнче лайăххисен шутĕнче пулнине пĕлтернĕ. Ку паллах, Чăваш Ен Правительствипе муниципалитетсем Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕпе тачă çыхăнса ĕçленипе пулса пырать. «Эпĕ шанатăп, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путин çу уйăхĕнче кăларнă Указĕсем пурнăçа кĕрсе пырасса, çав шутрах пирĕн республикăра та. Пирĕн сирĕнпе пĕрле тăрăшса ĕçлени-пĕтĕмпех çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă çĕре кайĕ. Чăваш Ен çыннисем, ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнчĕр, çемьесенче сывă та телейлĕ кĕтнĕ ачасем çуралчĕр», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ.  Патшалăх Правительстви малалла та Чăваш Ен халăхĕ лайăх пурăнтăр тесе тăрăшĕ. «Çав вăхăтрах, çынсен сывлăхĕсем çинче ĕçлесе пуяс текенсене çивĕч яваплăх тыттарма тивĕ – лайăх ĕçлекеннисене пулăшмалла»,- тесе чĕнсе каланă. Саккун пуриншĕн те пĕр.  Яланхиллех, ĕçре хастаррисене, чапа тухнисене патшалăх наградисем парса чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, сывлăх сыхлавĕнче нумай çул  тивĕçлĕ ĕçлесе «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята Смирнов Михаил Михайловича тата Чалышева Ровенна Александровнăна çак Управленийĕн ĕçченĕсене парса чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Судакова Татьяна Николаевнăна палăртнă службăн ĕçченне тата çавăн пекех Чернышов Геннадий Викторовича палăртнă Управленийĕн Çĕмĕрле хулин территори уйрăмĕн ĕçченне  Тав çырăвĕ парса хавхалантарнă.



14 сентября 2012
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter