Тăвай районĕ: шăпа ячĕç

2012 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Элпуç тата Тăрмăш ял тăрăхĕсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене депутатсем суйлассипе хушма суйлавсем иртеççĕ.
Сентябрĕн 12-мĕшĕнче “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕнче кандидатсем пичетри тÿлевсĕр лаптăкпа хăçан усă курма пултарас пирки шăпа янă. Унăн результачĕсемпе кандидатсем редакцире паллашма пултараççĕ. (В. Михайлова, Тăвай территори суйлав комиссийĕн секретарĕ)
 


14 сентября 2012
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter