Çитĕнтернине пухса кĕртмелле

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

      Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илмелли право пур граждансен категорийĕсем çинчен кăларнă указа мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă. Паянхи кун тĕлне çак ята 17615 çынна панă. Вĕсенчен 15215-ĕшĕ (86:) уйăхсерен укçан тÿлев илет, ыттисем çăмăллăхлă урăх категорисен шучĕпе тÿлев памалли правăна суйласа илнĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 4,5 пин çынран документсем йышăнма палăртаççĕ, çавна май «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тата 22 пин çын илмелле.

      Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тыр-пул пухса кĕртессипе çыхăннă ĕçсемпе паллаштарнă. Çанталăк çумăрлă тăнăран ĕçсен хăвăртлăхĕ чакнă. «Çитĕнтернĕ тыр-пула пĕтĕмпех пухса кĕртмелле. Техника тухаймасть пулсан алă вĕççĕн ĕçлемелле, çынсене явăçтармалла, мĕншĕн тесен тыр-пула пухса кĕртесси – пĕтĕм халăх ĕçĕ», – палăртнă Михаил Игнатьев.

      Çавăн пекех вăл ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене пулăшма патшалăх уйăракан субсидисемпе, çав шутра килти хушма хуçалăхсене сĕт сутнăшăн параканнисемпе мĕнле усă курнине тĕплĕ сăнаса тăма хушнă.



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
14 сентября 2012
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter