Çивĕч ыйтусем тавра

Иртнĕ эрнере ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков пресс-конференци ирттерчĕ. Унта Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине (ВТО) кĕнĕ май промышленность тата агропромышленность комплексĕсенчи предприятисен ĕç условийĕсене, çавăн пекех субъектсенчи пĕчĕк предпринимательлĕхе патшалăх пулăшупа тивĕçтернине, республикăри власть органĕсен ĕç-хĕлне тишкерчĕç.

 Хăрама кирлĕ мар

      – Акă, ял хуçалăхне илер, – пуçларĕ сăмахне Алексей Петрович. – Пур çĕрте те таможня пошлини чакасси çинчен сас-хура çÿрет. Çакă ял хуçалăхне аталантарма чăрмав кÿни пирки калаççĕ. Çапах та Раççей Правительстви тавар туса илекенсене шар курма памĕ. Таможня пошлини чакни çинчен пуплетпĕр пулсан квотăсем пурри пирки те манмалла мар. Раççей хăйĕн партнерĕсемпе квотăсем пирки калаçса татăлнă. Сысна, ĕне, кайăк-кĕшĕк ашĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕçĕн таможня пошлини пĕчĕк. Çавăнпа та Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май ял хуçалăхĕ шар курассинчен хăрама кирлĕ мар.

      Министр çавăн пекех патшалăх ял çыннисен пурнăçне малашне те лайăхлатассине, программăра агропромышленность комплексне пур енлĕн аталантарма пăхнине палăртрĕ. Хальччен аграрисене кÿнĕ çăмăллăхсем малашне те юлĕç. Хуçалăхсем чылай вăхăтлăх кредит илĕç, процент ставкине субсидилеме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрĕ. Паллах, производствăна çĕнетсе улăштарма, çĕнĕ технологие ĕçе кĕртме, продукци пахалăхне лайăхлатма тивĕ. Организацие кĕнĕ май аграрисем хăйсен продукцине пĕтĕм тĕнче рынокĕнче сутма пултарĕç. Малашне чикĕ леш енне апат-çимĕç ăсатасси пирки калаçса татăлма та çăмăлрах пулĕ. Унсăр пуçне продукци пахалăхĕ тĕп вырăнта пулĕ. Çĕршывра бизнес аталанăвĕ палăрмаллах улшăнĕ.

      Пошлинăсен шайне чакарни, пĕр енчен, рынокри конкуренцие çул уçса парать. Тавар туса илекенсем хăйсен хуçалăхĕсенче ытларах ют çĕршывра кăларнă материалсемпе усă кураççĕ. Çавна май материалсемшĕн те таможня пошлини пĕчĕк пулĕ. Сăмахран, пир-авăр продукцине илер. Чĕр таваршăн илекен пошлина шайне 3-5 процент, пусма таврашĕшĕн – 10 процент, хатĕр изделишĕн 15-16 процент таран чакараççĕ. Хими промышленноçĕ кăлараканни 6-6,5 процент йÿнелет. Çавăнпа та Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни япăх пулăм мар, мĕншĕн тесен эпир ытти çĕршыври ĕçтешсемпе хутшăнса ĕçлеме тытăнатпăр. Маларах вара ун пек майсем пулман. Урăхла каласан, эпир тĕнче рынокĕн саккунлă членĕсем пулса тăтăмăр.

 Ялсенче – бизнес-инкубаторсем

      «Чăваш Енре предпринимательсен йышĕ çулсеренех ÿсет, – терĕ Алексей Табаков иккĕмĕш ыйту çине куçнă май. – Çавна май налук тÿлевĕ республика бюджетне пуянлатать. Тăван тăрăхрах ĕç вырăнĕсем туни социаллă ыйтусене татса пама пулăшать. Çавăнпа та пирĕн предпринимательлĕхе пулăшмаллах».

      2010-2012 çулсенче вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе пулăшма пурĕ 902,2 млн тенкĕ уйăрнă. Виçĕм çул 163,7 млн тенкĕ пулсан, кăçал – 408,4 млн тенкĕ. Вăл шутран 329,5 млн тенке федераци бюджетĕнчен, ыттине вара республикăннинчен панă.

      1200 предприниматель патшалăх пулăшăвне тивĕçĕ. Грант илме тăратнисен йышĕ те самаях пысăк: пĕр вырăна тăватă çын. Паллах, чи пултаруллисем тивĕçĕç ăна. Ун пеккисем вара республикăра сахал мар. Сăмахран, вĕсен йышĕнче улма-çырла йывăççин тухăçне ÿстерес енĕпе ĕçлекен пахчаçă та пур иккен. Патшалăх предприниматель ĕçне маларах йĕркеленисене те субсиди парса пулăшать.

      Патăрьелĕнче, Элĕкпе Муркашра бизнес-инкубаторсем тума пуçланă. Юхма тăрăхĕнче ăна кăçалах хута ярĕç, Элĕкпе Муркашра – кăшт каярах. Вĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрнă. «Малашне ялти предпринимательсен те хăйсен кĕтесĕ пулĕ. Кунтах вĕсем специалистсемпе канашлама пултарĕç, бизнес-плансем хатĕрлеме вĕренĕç», – терĕ министр.

 Çĕнтерÿ патне ăнтăлмаллах

      Раççей субъектĕнчи ĕç тăвакан власть органĕсен ĕç-хĕлне кăçалтан çĕнĕ мелпе хаклĕç. Маларах 328 кăтартăва шута илнĕ. Халĕ вара 11 çеç хăварнă. Унсăр пуçне кашни регион валли уйрăм икĕ кăтарту суйласа илеççĕ. Хальлĕхе вĕсем паллă мар-ха. Çĕнтерÿçĕсене паракан укçа виçи те пысăкрах пулĕ. Çавăнпа та çĕнтерме ăнтăлнин усси пурах.

      Иртнĕ çулхи кăтартусемпе Чăваш Республики Раççейре 5-мĕш вырăна тухнă, 84,6 млн тенке тивĕçнĕ. Ытларах эпир Раççейре сывлăх сыхлавĕпе, власть органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе палăрса тăратпăр. Республикăра ача çураласси ÿснĕ, çын ĕмĕрĕ вăрăмланнă, пĕчĕк ачасем вилесси чакнă. Çавăн пекех ял çыннисем медицина ĕçченĕ-сен ĕçĕпе кăмăллă пулнипе пулманнине те кĕртнĕ хаклава. Ку енĕпе эпир Федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта, Раççейре вара – вун иккĕмĕш.

Валентина ПЕТРОВА



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
14 сентября 2012
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter