Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрман отраслĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Вăрман отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

  

 

Вăрман пирĕн планета çинчи пурнăçшăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ, ахальтен мар ăна чылай ăсчах Çĕр ÿпкипе танлаштарать.

Чăваш Енре вăрман лаптăкĕ 632,1 пин гектар е республикăн пĕтĕм территорийĕн пĕрре виççĕмĕш пайне йышăнать. Вăрмансем экологи шайлăхне сыхласа упрама пулăшаççĕ кăна мар, кулленхи пурнăçра та, экономика тĕлĕшĕнчен те пысăк усă та кÿреççĕ.

Чăваш Республикинче вăрман енĕпе тытса пыракан патшалăх политики унăн пуянлăхĕпе тухăçлă усă курассине тата ăна кирлĕ пек çĕнетсе пырассине тĕп вырăна хурать. Асăннă отрасле хывакан укçа-тенкĕ шайĕ çулсерен ÿсет. Сăмахран, 2012 çулта вăрмансемпе нумай енлĕн, вырăнлă тата тăтăш усă курма федераци бюджетĕнчен 127,6 миллион тенкĕ уйăрса пама палăртса хунă.

Йывăç кунне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ, тăван çĕре çĕнетме тата капăрлатма пулăшакан çак пархатарлă ĕçе республикăра пурăнакан кашни çынах хастарлăн хутшăнать.

Чăваш Енре пурăнакансем 2010 çулхи пушарсем хыççăн çунса сиенленнĕ вăрман лаптăкĕсене тасатса йĕркене кĕртес, çуннă вăрмансене чĕртсе тăратас тĕлĕшпе те пысăк ĕç тăваççĕ. Паянхи кун тĕлне 3 пин гектар çинчи лаптăка е сиенленнĕ вăрмансен 50 процентне йĕркене кĕртнĕ. Чăваш Ен правительстви çуннă вăрмансене 2013 çул вĕçĕ тĕлне республикăн мĕн пур территорийĕнче пĕтерме тĕллев лартать. 2012 çулхи çуллапа çуркуннехи тапхăрта вăрман культурисене 1136 гектар çинче лартса хăварнă. Çакă Чăваш Ен вăрманĕсене чĕртсе тăратнине ĕненмелле çирĕплетет.

Республикăри вăрман хуçалăх ĕçченĕсем çут çанталăк пуянлăхĕсене сыхласа упрас тата ÿстерсе пырас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем йывăçсен çĕнĕ тĕсĕсене лартса ÿстерес, авалхи юманлăхсене – пирĕн вăрмансен мăнаçлăхне, паттăрлăхпа çирĕплĕх паллине – чĕртсе тăратас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Вăрман промышленноçĕ те аталанать, унта инновацилле пуçарусене, продукцие тарăннăн ĕçлесе тирпейлеме май паракан çĕнĕ, перекетлекен технологисене ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ.

Пĕрлехи вăйпа эпир хамăр вăрмансене килес ăрусемшĕн сыхласа хăварасса, çитĕнекен ăрăва çут çанталăка юратма тата упрама вĕрентсе ÿстерессе çирĕп шанса тăратăп.

Вăрман отраслĕн мĕн пур ĕçченне тата ветеранне çирĕп сывлăх, лайăх кăмăл-туйăм, телейпе ырлăх сунатăп!

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                               М.Игнатьев



15 сентября 2012
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter