Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар çыннисене хула кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă Çĕнĕ Шупашкар çыннисем!

Сире чи юратнă та çутă уявпа – Хула кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Çĕнĕ Шупашкар хăйĕн чаплă та сумлă историйĕпе паллă. Çур ĕмĕр каярах хими комбинатне тата Шупашкар ГЭСне тума Чăваш Ене çĕр-шывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пултаруллă та хастар чунлă пин-пин çын килнĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçне пула Çĕнĕ Шупашкар кал-кал аталанакан, питĕ капăр та хăтлă хулана çаврăннă. Паян Çĕнĕ Шупашкарта инновацилле пысăк проектсем пурнăçа кĕреççĕ, çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем çĕкленеççĕ, çĕнĕ çулсем хывăнаççĕ. Çакă – власть органĕсем, бизнес-пĕрлешĕвĕпе хула çыннисем тухăçлăн тата килĕштерсе ĕçленин витĕмлĕ кăтартăвĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пĕчĕк тăван çĕр-шывне чунтан юратакан питĕ лайăх çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе унăн кун-çулĕн мухтавлă страницисене çыраççĕ, иртнĕ çулсенче тума вăй çитернĕ лайăххине вара шанчăклăн сыхласа упраççĕ. Хулана малалла та çирĕппĕн аталанма, бизнес-пĕрлешĕвне – хăйне лайăх туйма, хула халăхне вара – савăнăçлă пулăмсемпе пысăк çитĕнÿсем, ырлăх, ăнăçупа телей сунатăп!

 Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                                            М. Игнатьев



15 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter