Елена Ивановăпа Чăваш Ен мухтанать

Раççей олимпиецĕсем Лондонри Олимпиадăри «ылтăншăн» 4 млн тенкĕ илеççĕ, «кĕмĕлшĕн» - 2,5 млн, бронза медальшĕн - 1,7 млн. Çавăн пекех вĕсене регионсен влаçĕсем те хавхалантараççĕ. Калăпăр, хамăрăн Елена Ивановăна Паралимп вăййисенчи çĕнтерÿшĕн Чăваш Ен Правительстви 1 млн тенкĕ преми парать. Унсăр пуçне уйăхсерен 15 пин тенкĕ тÿлесе тăрĕç. Ытти майпа та хавхалантарма палăртнă. Сăмахран, Олимп вăййисен бронза призерне Татьяна Архиповăна хваттер илмелли сертификат тата «Фольк­сваген Гольф» автомобиль панă.

Паралимпиада паттăрĕсемпе курнăçнă май Владимир Путин спортсменсем Раççей çитĕнĕвĕсен пĕрлехи пухмачне пысăк тÿпе хывнине палăртнă, массăллă информаци хатĕрĕсене Паралимп ăмăртăвĕсене анлăрах çутатма чĕнсе каланă.

Аса илтеретпĕр: Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Паралимп вăййисен историйĕнче пуçласа çакăн пек пысăк çитĕнÿ тунă - иккĕмĕш вырăна тухнă. Раççей спортсменĕсем пĕтĕмпе 102 награда çĕнсе илнĕ: 36 ылтăн, 38 кĕмĕл, 28 бронза медаль, шывра ишес тата çăмăл атлетика енĕпе тĕнчен 14 рекордне çĕнетнĕ.

Юн кун Елена Иванова Шупашкара таврăннă. Ăна тата унăн тренерне Валерий Васильева чукун çул вокзалĕнче Спорт министерствин представителĕсем, тăванĕ-пĕлĕшĕ, республикăри спорта юратакансем «Лена! Чăваш Ен санпа мăнаçланать!» тесе çырнă транспарантсемпе кĕтсе илнĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter