Михаил Игнатьев: "Пушар хуралĕнче тимлекенсем - Чăваш халăхĕн пуянлăхне, упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ"
Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре вăрман ырлăхĕшĕн кунне-çĕрне пăхмасăр вăй хуракансенсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламланă. Торжествăлла мероприятие К.В.Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан академи драма театрĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Курăмлă уява республикăри мĕн-пур вăрман хуралĕн ĕçченĕсем пухăннă. Театр умĕнче – çĕнĕ, хальхи пурнăçпа тӳр килекен, пушартан сыхланмалли техникăсене вырнаçтарнă. Республика Пуçлăхне «Лайăх вăрман касакан» конкурсăн участникĕсем, хăйсен тавра курăмлăхне кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ ум сăмахĕнче, сумлă ветерансене, хăйсем хыççăн тивĕçлĕ ăру хатĕрлесе хăварнишĕн тав тунă. «Вăрман - пирĕн пуянлăх. Манпа килĕшетĕр пулĕ тесе шутлатăп. Пирĕнтен кашниех куллен таса сывлăша сывлама тăрăшать. Ку тĕлĕшпе, сирĕнте пысăк яваплăх»,- тесе палăртнă Михаил Игнатьев. 2010 çулта, пушарта çунса кĕлленнĕ, вăрмансен вырăнĕсене, пĕрле хар тăрса çĕнетсе ярасси пирки чĕнсе каланă. Кăçалхи çул вăрман ĕçне пурĕ 430 млн. тенкĕ хывнă. Ку 2009-2010 çулхисемпе танлаштарсан 1,8 чухлĕ ытларах. «Паянхи кун çак службăра тимлекенсем хальхи пурнăçпа тан пыракан çĕнĕ йышши техникăсемпе усă кураççĕ. Пушар хуралĕнче тимлекенсем - пурте Чăваш халăхĕн пуянлăхне, упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Вăрман отраслĕн мĕн пур ĕçченне тата ветеранне çирĕп сывлăх, лайăх кăмăл-туйăм, телейпе ырлăх сунатăп!», - тенĕ хăйĕн ум сăмахне пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев. Ĕçре хастаррисене патшалăхăн Хисеп грамотисене парса чысланă. 2011 çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, вăрман хуçалăхне тивĕçлĕ шайра тытса пынăшăн – Вăрнар районĕн вăрман хуçалăхне «УАЗ» автомашина парса хавхалантарнă.