Муркаш районĕ: çăлтăрсем бункер çине анасшăн

Вырма... Çĕр çинче ĕçлесе пурăнаканшăн, пĕрчĕ акса ăна пучахлантарассишĕн, кĕркунне çĕнĕ çăкăр алла тытассишĕн тар тăкнă ĕçченшĕн çакăнтан яваплă та хумхануллă тапхăр çуках пуль. Çавăнпах ĕнтĕ паян районти кашни хуçалăхрах ĕç вĕресе кăна тăрать. Уяр вăхăтсенчи ĕç кунĕ шуçăмран шуçăма пырать. Пурнăç çĕнĕлĕхĕсемпе тан пыракан «Путь Ильича» агрофирма ĕçченĕсем те хастарлăха кунран кун ÿстерсе, çанталăкăн кашни уяр саманчĕпе туллин усă курса вырма ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ.

– Юлса пыма пирĕн пĕр сăлтав та çук. Ял хуçалăх техники çĕнĕ, хăватлă, механизаторсем пĕри тепринчен маттуртарах та шанчăклăрах. Ырми-канми ĕçлесе уй-хирте хĕвелпе çил, çумăр тăрăшнипе çĕкленнĕ пуянлăхăн пĕр пĕрчине те çухатасшăн мар эпир, – хĕпĕртесе калаçать хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ В. Вязов.

Валерий Ивановичăн илĕртÿллĕ калаçăвне итленĕ май чун хирелле туртăнчĕ. Кун каç еннелле сулăннăччĕ ĕнтĕ. Пĕлĕтсем хыçĕнчен вăхăт-вăхăтпа курăннă хĕвел ырă каç сунса паянлăха пачах çухалчĕ. Каçалăкри юлашки пучахсен пăшăлтатăвне итлесе юлас тенĕн тÿпере çаврака уйăх курăнчĕ. Тавралăха каçхи шуçăм хитрелетме тытăнчĕ. Апла пулин те хуçалăх уй-хирĕ шăпланма шутламасть те. Унта тĕттĕмлĕхе фарăсен çутипе парăнтарса икĕ «хир карапĕ» мăнаçлăн шăвать. Юлашки гектарсем çинче урпа çапса тĕшĕлеççĕ. Вĕсем патне тырă турттаракан автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри çитсе тăчĕç. Акă «Акрос-580» тесе çырнă комбайн тулли бункерне пушатма чарăнчĕ. Шнек айне пырса тăнă машина кузовĕ çине ылтăн тырă тăкăнма пуçларĕ. Тĕсĕпе кăна мар ылтăн вăл. Çĕр ĕçченĕ ăна туса илессишĕн мĕн чухлĕ вăй хунипе виçсен унăн хакĕ уйрăмах ÿсет.

Çак самант мана чĕппине тăрантаракан кайăка аса илтерчĕ. Тулли тиеннĕ машина, çисе тăраннă чĕпĕ амăшĕнчен уйрăлнă евĕр, вырăнтан йывăррăн хускалчĕ те кăшт вăхăтран каллех пушă кузовпа таврăнма шантарса йĕтем еннелле васкарĕ.

Вырма самантлăха та лăпланма памасть. Кунта пурте тĕрĕсленет: пĕлÿ те, техникăна ăнланни те, ăсталăх та, çаврăнăçулăх та, ĕçлекенсен кăмăлĕ те. Çаксем пурте тивĕçлĕ шайри пек туйăнчĕ И. Васильев, В. Ремнев, А. Алексеев комбайнерсемпе хиртен йĕтем çине тырă турттаракан В. Степанов, М. Михеев, М. Киселев шоферсен.

...Агрофирмăн тĕп инженерĕ Геннадий Феликсович Шарапов çитсе тăчĕ. Ăна курсан тепĕр комбайнĕ те вăхăтлăха чарăнчĕ. Комбайнерсем çĕре анчĕç. Тĕп инженера вĕсем хăйсем хушшинче шÿтлесе «Виçĕ Гена» е «Техника Айболичĕ» теме хăнăхнă. Халăх хушма ятсене сăлтавсăр памасть. Геннадий Феликсович вĕсене пур çĕре те вăхăтра ĕлкĕрме пултарнипе тивĕçнĕ: кирлĕ вăхăтра яланах кирлĕ вырăнта вăл. Механизаторсем каланă тăрăх ăна харăсах виçĕ е ытларах çĕрте курма пулать-мĕн. Кирек хăш трактор е автомашина мĕнле «сывланине» вăл сассинченех ăнланать, тĕрĕс диагноз лартать. Техникăн чăхăмлакан пайне сипличчен те унран уйрăлмасть вăл.

– Мĕнле пурăнатăр; Сире курманни çур сехет те çитрĕ пулĕ; – терĕ вăл машинăран тухнă-тухман ыйтуллăн тинкерсе.

– Апат тăрăх, – хуравларĕ комбайнерсенчен пĕри.

– Эппин лайăх тесе шутлăпăр. Пирĕн Маргарита Саптеевăпа Раиса Ремнева поварсем хатĕрленĕ апат хырăм хыççăн хăй чупать вĕт; Ĕçлекенсене кирек хăш уйра та шыраса тупать. Çапла мар-и; – ыйтуллăн тинкерчĕ комбайнерсене инженер.

– Çапла, – пĕр саслăн килĕшрĕç пурте. – Сиплĕ апат кăмăла çĕклет, вăй хушать.

Тĕп инженер йĕпе-сапана пăхмасăрах ĕçсем кал-кал пынишĕн савăнса çĕртме сухи тăвакан тракторсем патне васкарĕ. «Хир карапĕсем» сарă урпа пуссинче малалла çаврăм хыççăн çаврăм тума тытăнчĕç. Васкаççĕ механизаторсем. Авăн уйăхĕнчи сывлăм иртерех ÿкет тата нумайрах выртать.

Акă комбайнсем урпа пуссин хĕррипе тепĕр хут çаврăнчĕç те çăлтăр çулĕ еннелле вырса кайрĕç. Çăлтăр çути кабинăсен чÿречисем çине ÿксе чăрсăррăн выляма пуçларĕ. Ахăртнех бункерсем çинче вырăн йышăнма васкарĕç вĕсем. Вырма паттăрĕсен кăкăрĕсем çине те орден пулса анасшăн-ши тата; Эпир çамрăк чухне комбайнсен бункерĕсем çинчи çăлтăрсене шутласа хăшĕ ытларах тырă вырса илнине пĕлеттĕмĕр. Пире вĕсем комбайнсене çирĕплĕхĕшĕн, комбайнерĕсене тăрăшулăхпа тÿсĕмлĕхшĕн панă наградăсем пек туйăнатчĕç. «Агрос-580», «Дон-1500Б» комбайнсен штурвалĕсене çирĕп тытакан Иван Васильев, Владимир Ремнев, Александр Алексеев тÿпе «шăрçисене» ăшшăн кулса куç хĕсрĕç те «сарă тинĕспе» малалла ишрĕç.

И. Васильев кăçал вырма ĕçĕсене пĕрремĕш хут хутшăнать. 23 çулхи каччă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухнех «Путь Ильича» агрофирмăра мастер-наладчик пулса ĕçлеме кăмăл тунă. Тăрăшулăхне кура ăна тÿрех Канадăра туса кăларнă «Бюллер» трактор шанса панă. Иртнĕ çур акире пит маттур ĕçленĕрен вырма çитсен ăна хуçалăха çĕнĕрен килнĕ «Акрос-580» комбайнпа ĕçлеме ыйтнă. Шанăçа тÿрре кăларса ĕçлет Ваня. Сентябрĕн 1-мĕш эрнинчи ĕç кăтартăвĕпе вăл районти комбайнерсем хушшинче чи мала тухрĕ.

Владимир Ремневпа Александр Алексеевăн комбайнер стажĕсем вара 25–30 çул. Саша 2002 çулхи вырмара «Енисей» комбайнпа район чемпионĕ те пулнăччĕ. Ĕç паттăрĕсем вырмари çумăрлă çанталăка хресчен ăсталăхне тепĕр хут тĕрĕслени, çăкăр хакне лайăхрах туйтарни тесе хаклаççĕ.

Çапла, черетлĕ вырмара пĕрлехи вăйпа кал-кал ĕçлеççĕ «Путь Ильича» агрофирмăра. Кунти машинăпа трактор паркĕ техникăпа та, ĕçлекенсемпе те çĕнелсе тата çамрăкланса пырать. Çамрăксене шанаççĕ агрофирмăра. Вăтăр çула та çитмен И. Гурьев, А. Сергеев, Е. Гаврилов, С. Гурьев хăватлă та çĕнĕ тракторсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Вĕсенчен кăшт çеç аслăрах О. Никитин, А. Александров, А. Бычков ĕçри тĕслĕхĕсемпе ыттисене хавхалантараççĕ. Виççĕмĕш теçетке урлă тинтерех кăна ярса пуснă Г. Шарапов тĕп инженер та малалла питĕ хăюллăн пăхать. Машинăпа трактор паркне вăл уя пĕрре тухнипех вуннăна яхăн тĕрлĕ ĕç тăвакан техникăпа пуянлатма ĕмĕтленет.

– Вĕсемпе çĕр анне те сахалрах таптанĕччĕ. Сĕрмелли-çунтармалли материалсем те чылай перекетленĕччĕç. Ĕç пулăхлăхĕ ÿснĕ пулĕччĕ, – пĕлтерет хăйĕн тĕллевне Геннадий Феликсович.

Мĕнех, пархатарлă ĕмĕт çитсе пытăрччĕ. (Н.Захаров)

 



17 сентября 2012
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter