Патăрьел районĕ: библиотекăна экскурсие

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче пĕрремĕш класра вĕренекенсем паян Анюрова А.В. класс ертÿçипе пĕрле Кĕнекесен тĕнчинче - библиотекăра хăнара пулчĕç. Пысăк та хăтлă залра капăр стеллажсем çинчен пĕчĕк шăпăрлансем çине çĕршер те çĕршер кĕнеке йăл-йăл кулса пăхаççĕ пек: "Акă пирĕн çĕнĕ туссем çитрĕç! Килĕрех, иртĕрех! Атьăр, паллашар, туслашар!", тенĕ - библиотека хуçи.  В.Н.Тестова çĕнĕ хăнасене хапăл туса йышăнчĕ, кăтартса, ăнлантарса пачĕ - библиотекăпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Мĕн тĕрлĕ кĕнеке çук-ши кунта! Çÿп-çÿхи те, мăнтăрри те, пĕчĕкки те, тем пысăкăшши те, тĕрлĕ тĕсли, тĕрлĕ ÿкерчĕкли... Кĕнекене шакăртаттарса вулама пĕлекенсем те пур иккен ачасем хушшинче. Хăшĕ-пĕри вуласа та кăтартрĕ. Хавас кăмăлпа таврăнчĕç пĕрремĕшсем класа. Библиотека питĕ килĕшрĕ вĕсене. Кĕçех акă, çĕнĕ сукмаксем те хывăнĕç библиотекăна. Çулĕ такăр пултăр, вулама юратакансен шучĕ чакса мар, ÿссе пытăр!



17 сентября 2012
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter