Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Наци сывлăхĕ паха апатран килет»
Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе йăлана кĕнĕ йĕркепе эрнесерен пулакан канашлăва ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, помышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков «Кĕр парнисем» акципе килĕшӳллĕн ял хуçалăх таварĕсене сутас ĕç мĕнлерех пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Кăçал ăна, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 15- мĕшĕччен йĕркелесе ирттерме йышăнса хăварнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх продукцине сутма 51 ятарлă вырăн хатĕрлесе хунă. (Пĕлтĕр -31 пулнă). Çав шутра Шупашкар хулинче - 38, Çĕнĕ Шупашкарта - 5, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче пĕршер, Улатăрта ултă вырăн йĕркелесе вырнаçтарнă. «Кĕр мăнтăрĕ–2012» ярмăркăна Çĕнĕ Шупашкарта - авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче уçнă. Алексей Табаков министр пĕлтернĕ тăрăх, ярмăркăсенче ытти лавкари таварсемпе танлаштарсан хакĕ 10-20% таранах пĕчĕк пулнине палăртнă. Республикăра начар пурăнакан çемьесене тата çавăн пекех льготăпа усă куракан граждăнсем валли киле çитиех çитерсе пама 6 машина уйăрнă. Шупашкарта иртнĕ авăн уйăхĕн 7-9 - мĕшĕсенче, кану кунĕсенче, тавар сутакансем 218 тонна ял хуçалăх çимĕçне халăха сутнă. (Пĕлтĕр 148 тонна сутса 1,3 мил. яхăн укçа илнĕ). Михаил Игнатьев Чăваш Ен Экономика министерствине пасарсенче ялта туса кăларакан таварсем патне чăрмавсемсĕр çитме тата сутма майсем туса памаллине çирĕп пăхса тăма хушса хăварнă. Тепре чухне ялтан сутма килнĕ çынсене пасара çитсен: «Сире валли вырăнсем çук», - тенине илтме пулать. Кун пек тĕслĕхсене вăхăтра тупса тӳрлетес пулать», - çирĕппĕн пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Ялта туса илнĕ тавара нимĕн те çитмест. Вăл экологи енчен те таса. Çавăнпа сывлăхшăн та паха. Кун çинчен яланах аса илтерсех тăмалла. Нацин сывлăхĕ – пуян та таса витаминлă апат-çимĕç çининчен нумай килет. Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă ыйтусем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тĕплĕн паллаштарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн Экономика министерстви уява ирттерме явăçтарнă министерствăсемпе мероприятисен ĕç планĕн проектне, укçапа çыхăннă ыйтусене те пăхса тухса килĕшнĕ. Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников Чăваш Ен пресса спорчĕн фестивалĕн, «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуллен ирттерекен эстафетăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Старта пурĕ 1700 яхăн çын хутшăннине пĕлтернĕ. Пурĕ 346 команда пулнă. Ăмăртусем питĕ пысăк шайра иртне палăртнă. Сергей Мельников Пĕтĕм тĕнче чупăвĕ «2012 - Наци кросне» авăн уйăхĕн 23–мĕшĕнче ирттерме йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Енĕн информаци политикин министрĕ Валентина Андреева Чăваш Ен пресса спорчĕн фестивальне ытти çулхисемпе танлаштарсан чылай команда хутшăннине уйрăммăн палăртнă. Кăçал вĕсен шучĕ 26 çитнĕ. Михаил Игнатьев Информаци полтитикин министерствине Спорт министерствипе пĕрле хутшăнса час-часах спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттерме сĕннĕ. «Енчен те журналистсем спортпа туслă пулсан, вĕсем çырнă материалĕсем лайăх пулни куç кĕретех», - тесе пĕтĕмлетнĕ канашлăва республика Пуçлăхĕ.