Вăнар районĕ: социаллă карттăсем пачĕç

Социаллă карттăсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем нумай çырчĕç. Юн кун вара хăш-пĕр çынсем ăна районта пĕрремĕш алла илчĕç. Социаллă картта вăл – хăйне евĕрлĕ идентификатор, унта çăмăллăхçăсем çинчен мĕнпур информаци çырăннă. Çак карттăна пула микросхемăллă пластик картта хуçисен текех тĕрлĕ справка е документ пухса вăхăт ирттерме тивмĕ. Социаллă карттăна илнисен хушшинче çамрăк амăшĕсем, педагогсем, социаллă ĕçченсем, çар ĕçне хутшăнакан, тăлăх салтак арăмĕ, ыттисем пулчĕç. Социаллă карттăн уйрăмлăхĕсем çинчен Раççей Перекет банкĕн районти хушма офисĕн уйрăм çынсемпе тата юридици сăпатĕнче тăракансемпе ĕçлекен сектор пуçлăхĕ Л.Киселева каласа пачĕ. Пухăннисем социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçĕпе те кăсăкланчĕç. Çулталăк пуçланнăранпа социаллă карттăсем илме 509-ăн заявлени çырнă, 207-шне вĕсемпе çывăх вăхăтрах тивĕçтерĕç. Социаллă карттăсене тÿлевсĕр параççĕ. Кăмăл тăвакансем пурте ăна илме заявлени çырма пултараççĕ. (И.СМОЛИНА, пай пуçлăхĕ)



17 сентября 2012
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter