Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен пресса спорчĕн фестивальне, «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуллен ирттерекен эстафетăна хутшăннисене саламланă

Авăн уйăхĕн 15–мĕшĕнче, «Советская Чуашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн,  çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Енре 74–мĕш хут ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсен торжествăлла мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Ăмăртусем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта иртнĕ.  Мероприятие Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавт летчикĕ, икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинĕ А.Г.Николаева халалласа ирттернĕ. Эстафетăна пуçтарăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт уявĕпе хĕрӳллĕн саламланă май, палăртнă мероприятие Андриян Григорьевич Николаева асăнса ирттерни çинчен палăртса хăварнă. «Нумаях пулмасть çурла уйăхĕнче Андриян Григорьев тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнăранпа 50 çул çитние анлăн палăртрăмăр. Авăн уйăхĕнче вара унăн çуралнă кунне туса ирттертĕмĕр»,- тесе уйрăммăн аса илсе хăварнă республика Пуçлăхĕ.   Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыракансемшĕн, çак уяв чăннипех те курăмлă, паха мероприяти. Михаил Игнатьев массăлла информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене тата ытти шайра тăракан влаç органĕсен представительĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшнăшăн тав тунă.  Çак паллă кун спортсменсен аллейинче,  Тĕнче шайĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе вăй хура чапа тухнă  паллă Чăваш Ен спортсменĕсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех  асăну палăкĕсенече çырса хăварма йышăннă. Елена Ивановăна Лондонра XIV çуллахи Паралимп вăййисенче харăсах виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ спортсменкăна тата унăн тренерне–Валерий Васильева  Михаил Игнатьев орден парса чысланă. Елена Ивановăна хваттер тата укçан пулăшу илмеллин сертификатне парса хавхалантарнă. Паллă спортсменка хăйне çакăн пек пысăк чыса хурса сума  суннăшăн, хăйне пулăшакансене чĕререн тав сăмахĕ каланă. Ăмăртусем VIP-чупуран пуçланнă. Пĕрремĕш ретре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Паралимп вăййисенче виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Елена Иванова, республика министерствисемпе ведомствисенче ĕçлекенсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район, хула администрацисен пуçлăхĕсем тата ыттисем  пулнă. Ăмăртусем хыççăн спортра мала тухнисене Хисеп грамотисем парса чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн хастар команди ăмăртусенче хисеплĕ - иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр.  

 



17 сентября 2012
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter