Çĕмĕрле районĕ: паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май

  2012 çулхи авăн уйхĕн 21-мĕшĕнче писатель, журналист Иван Григорьевич Моисеев (Моис) (1912-2001 çç.) çуралнăранпа 100 çул çитет.  Иван Григорьевич Моисеев Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мускаври журналистикăпа педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Чăвашсен «Канаш» хаçатĕнче ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Иван Моисеев дивизи хаçачĕн литсотрудникĕ пулнă. Вăрçă хыççăн «Коммунизм ялавĕ» хаçатра (халĕ «Хыпар») тăрăшнă. Нумай çул «Комбинат» колхоза ертсе пынă. Çĕмĕрле райĕçтăвком председателĕ пулса ĕçленĕ. И.Г. Моисеев çырнă паллă кĕнекесем - “Çĕнтерÿ хирĕсенче” очерксен кĕнеки тата “Çĕр чĕнет” калавсен пуххи‚ “Эпир лашман йăхĕнчен” роман. Паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май Çĕмĕрле районĕн тĕп библиотекинче «Эпир лашман йăхĕнчен» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Кĕнеке вулама юратакансем, тăван ен историйĕпе интересленекенсем çак куравра «Эпир лашман йăхĕнчен» романпа, хаçатра пичетленнĕ статьясемпе, сăн ÿкерчĕксемпе паллашма пултараççĕ. Иван Моисеев пултарулăхĕпе интересленекенсене пурне те тĕп библиотекăра йĕркеленĕ куравпа паллашлма чĕнетпĕр!

Çĕмĕрле районĕн тĕп библиотеки



17 сентября 2012
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter