Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă
Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Шупашкар районĕнче пурăнакан Людмила Шайминапа Зоя Андреевăна таса шывпа тивĕçтернин ыйтăвĕ канăçсĕрлетнĕ. 2010 çулта типĕ тăнă çанталăка пула шыв ыйтăвĕ тата та вăйлăрах çивĕч тăма тытăннă. Çăлти шывсем тасамарланнă. 2012 çулта водопровод тума республика бюджетĕнчен икĕ миллион ытла укçа уйăрса хăварнă. Чăваш Ен Строительства министерствипе Чăваш Республикин Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх служби палăртнă ĕçе пурнăçа кĕртме ятарласа темиçе те конкурс ирттернĕ пулнă. Анчах конкурса хутшăнас текенсен докуменчĕсем çителĕксĕр хатĕр пулнине кура подрядлă организацине тупса палăртма май килмен. Ыйтăва республика Пуçлăхĕ çирĕп тĕрĕслесе тăма шантарнă. Кăсал çулталăк вĕçлениччен строительства обьектне вĕçлесе Алькеш салин çыннисем таса шывпа усă курма тытăнĕç. «Гражданла пуçару» общество организацийĕн правленийĕн Председателĕ Николай Косыева Чăваш Республикинче коммерциллĕ мар организацисене социаллă витĕм кӳме май паракан проектсене пурнăçа кĕртме пулăшусем пани çинчен кăсăкланнă. Республика Пуçлăхĕ тĕрлĕ министерствăсем ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 78 Чăваш Республикинче хăйсен ĕçне кăтартма пултарнă коммерциллĕ мар организацисем çак асăннă пулăшупа усă курнă. Паянхи кун тĕлне тата та 25 обществăлла организацисем хăйсен сметисене Чăваш Енĕн Экономика министерствине тăратнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен документпа çыхăннă ыйтусене татса пама тăрăшмалла. Ольга Кусковăна Чăваш Енĕн Çын прависем тата Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕсен институчĕсене туса хурассипе çыхăннă ыйту кăсăклантарнă. Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй институчĕ çын прависемпе интересĕсен патшалăх хÿтлĕхне тивĕçтерме кирлĕ. Вăл никама пăхăнми тытăм пулать, республика ертӳçисен умĕнче те явап тытмĕ. Уполномоченнăй - патшалăх должноçĕ, çавна май çак института тытса тăма бюджетран укçа уйăрма хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Шупашкар районĕнче пурăнакан 70 çулхи - Геннадий Александрова хваттерсенче хутса ăшăтмалли системăсене ылмаштарас ыйту хумхантарнă. Йышăну пӳлĕмне пынă хăш-пĕр çынсене вара ача-пăчана выляма уйăрнă ятарлă вырăнсем вырăнне ытти обьектсем тума хатĕрленни пăшăрхантарнă. Ку тĕлĕшпе çынсен хăйсен шухăшĕсене те çивĕч палăртмалла. Пĕчĕк вырăнтах темиçе обьект çĕклесе лартни халăха тăвăрлатать. Шупашкар хулинче Гладков урамĕнче пурăнакан Арнольд Карзаков сывлăха çирĕплетме май паракан мунча комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Кунта пурăнакансем палăртнă вырăнта ятарлă ача-пăча площадкине хута яма шутланă. Ку ыйтăва республика Пуçлăхĕ уйрăммăн тишкерме палăртнă. Ыйтăва тивĕçлĕ татса пама ятарлă комисси йĕркелесе палăртнă вырăна çитсе пăхма хушса хăварнă.