Шупашкарта - спорт уявĕ

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Олимпийский» тĕп стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем 74-мĕш хут иртнĕ. Ăна Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинне А.Г.Николаева халалланă. Эстафетăна пуçтарăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт уявĕпе саламланă.

«Кăçалхи фестиваль, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне Андриян Николаева халалланăскер, Раççей историйĕн çулталăкĕнче иртет. Çурла уйăхĕнче эпир Андриян Григорьевич тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнăранпа 50 çул çитнине анлăн палăртрăмăр. Авăн уйăхĕнче вара унăн çуралнă кунне уявларăмăр. Унăн паттăрлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, патриот туйăмĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене, çăмăл атлетсене хавхалантарать, çак ăмăртăва килме, тупăшма, çĕнтерме йыхравлать», - тенĕ Михаил Васильевич.

Республика Пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене тата ытти шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшнăшăн тав тунă. Çак кун спортсменсен аллейинче, спортăн тĕрлĕ енĕпе тĕнче шайĕнче чапа тухнă паллă спортсменсен ячĕсене асăну палăкĕсенче çырса хăварма йышăннă. Лондонри çуллахи XIV Паралимп вăййисенче виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Елена Ивановăпа унăн тренерне Валерий Васильева Михаил Игнатьев «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланă. Елена Ивановăна çавăн пекех хваттер тата укçан пулăшу илмеллин сертификатсене панă. Паллă спортсменка хăйне пысăк çитĕнÿ тума пулăшнăшăн тренерсемпе медицина персоналне, çывăх çыннисемпе тăванĕсене чĕререн тав тунă.

Ăмăртусем VIР-чупуран пуçланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Паралимп вăййисенче виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Елена Иванова, республикăри тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем старта тухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди хисеплĕ иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Михаил Игнатьевпа Елена Иванова студентсен прессин çĕнтерÿçисене чысланă.

Массăллă информаци хатĕрĕсен командисен /пурĕ - 26/ хушшинче те тупăшу çивĕч иртнĕ. Хальхинче те студент хаçачĕсен командисене çитекеннисем пулман. Кăçал Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕн «Политех» хаçачĕн команди çĕнтернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Педвузовец» хаçачĕн команди финиша иккĕмĕш çитнĕ. Асăннă аслă шкулти «Профотрыв» хаçат команди вара виççĕмĕш вырăнта. Çемье командисен тупăшăвĕнче тĕп хулари Ивановсем мала тухнă. 8-14 çулсенчи ачаллă çемьесен йышĕнче Шупашкарти Калинин районĕнчи Пушкинсене çитекенни пулман. Ветерансен хушшинче «Коммуналлă технологисем» уçă обществăн туслă команди çĕнтернĕ. «Кĕмĕлпе» «бронза» - «Промтракторпа» «Водоканалăн» /Çĕнĕ Шупашкар/.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен командисен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ĕçченĕсем - 1-мĕш вырăнта. Вăрнарсемпе Элĕксем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

 А.ГРОМОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 сентября 2012
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter