Таса çимĕç сывлăхшăн сиплĕ

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори тата муниципалитет органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков ял хуçалăх продукцийĕ сутас тĕлĕшпе авăн уйăхĕн 15 - юпа уйăхĕн 15-мĕшĕсенче ирттерекен “Кĕр парни” уйăхлăх еплерех пыни çинчен пĕлтернĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - пахча çимĕç сутмашкăн 51 лапам /2011 çулта - 31/ уйăрнă, çав шутра Шупашкар хулинче - 38, Çĕнĕ Шупашкарта - 5, Канашра тата Çĕмĕрлере - 1-шер, Улатăрта - 6. Министр çакна та палăртнă: Çĕнĕ Шупашкарта “Кĕр парни - 2012” ял хуçалăх ярмăркки авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнчех ĕçлеме пуçланă. Унти тавар хакĕ ваккăн сутакан тытăмринчен 10-20 процент йÿнĕрех.

Сахал тупăшлă çемьесене тата çăмăллăхпа усă куракан категорири граждансене республикăн тĕп хулинче “Киле çитерсе парасси” пулăшупа тивĕçтереççĕ. Çак тĕллевпе 6 автомашина уйăрнă. Министр çирĕплетнĕ тăрăх Шупашкарта “Канмалли кун ярмăрккинче” авăн уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче кăна 2 млн ытла тенкĕлĕх /2011 çулта - 148 тонна, 1,3 млн ытла тенкĕлĕх/ 218 тонна ытла ял хуçалăх продукцийĕ сутнă.

Михаил Игнатьев ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин тата хуласен влаçĕсен ертÿлĕхĕсене ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене пасарсенчи суту-илÿ вырăнĕсемпе ирĕклĕн усă курас тĕлĕшпе тимлĕрех пулма хушнă. “Тĕп тĕллев - тавар туса кăларакансене хăйсен çимĕçне халăха посредниксемсĕр сутмашкăн лайăх мелсемпе тивĕçтермелле. Пахча çимĕçе сутмашкăн ялтан хулана килнĕ çынна пасарта вырăн çук теççĕ пулсан ирĕксĕрех унăн тавара хăйне хистекен хакпа курттăммăн парса яма тивет. Конкуренцире кансĕрлекен искусствăлла пулăмсене сирмелле,” - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл çакна та асăннă: Чăваш Ен хресченĕсем туса илекен экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç сывлăхшăн сиплĕ. “Усăллă апатланупа халăх сывлăхĕ, апла тăк Раççейĕн тата Чăваш Енĕн малашлăхĕ уйрăлми çыхăннă. Çакăн пирки тăтăшах калаçмалла,” - аса илтернĕ Михаил Игнатьев.

Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе - 550 тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленекен, уява ирттерекен йĕркелÿ комитечĕн йышне тата çакăнпа çыхăннă мероприятисен тĕп планне çирĕплетес ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тухса калаçнă.

Вăл палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви юбилей датисене уявламалли мероприятисен планĕн проектне /38233,1 млн тенкĕлĕх/ хатĕрленĕ тата ку ĕçшĕн яваплă министерствăсемпе сÿтсе явнă.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников “Советская Чувашия” хаçат Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, СССР космонавт летчикне А.Г.Николаева халалласа Шупашкарти “Олимпийский” стадионта ирттернĕ республикăри çăмăл атлетсен 74-мĕш эстафета чупăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Сергей Мельников çавăн пекех кăçалхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулакан Пĕтĕм Раççейĕн “Нацисен кросĕ - 2012” чупăва хатĕрленни пирки пĕлтернĕ.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева кăçал Чăваш Ен прессин спорчĕн фестивальне массăллă информаци хатĕрĕсен командисем ытти çулсенчинчен чылай йышлă /26/ хутшăннине палăртнă. Михаил Игнатьев асăннă тытăма ЧР Спорт министерствипе пĕрле массăллă информаци хатĕрĕсем валли спорт мероприятийĕсене тăтăшах йĕркелеме сĕннĕ.

  Валентина ИЛЬИНА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter