Вăрманçăсен яваплăхĕ пысăк
Шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вăрман ĕçченĕсен кунне паллă тунă.
Уява хутшăннисем театр умĕнчи Хĕрлĕ лапамра вут-кăварпа кĕрешмелли техника хатĕрĕсемпе паллашнă. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева вăрман касакансем хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
«Вăрман - пирĕн пуянлăх, - тенĕ Михаил Васильевич. - Кашни сехетре, кашни кун эпир таса сывлăшпа сывласшăн. Çак шухăшпа пурте килĕшеççĕ пулĕ. Сирĕнте - пысăк яваплăх». Вăл 2010 çулхи пушарта çуннă вăрман лаптăкĕсенче хунав лартасса çирĕп шаннине палăртнă.
Кăçал Чăваш Енĕн вăрман хуçалăхне çирĕплетме 430 млн тенкĕ - 2009-2010 çулсемпе танлаштарсан 1,8 хут нумайрах - хывнă. «Пĕр тĕллеве пурнăçлассишĕн - халăх пуянлăхне упрассишĕн тата республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессишĕн - вăрман службине çĕнĕ техникăпа, çĕнĕ оборудованипе пуянлататпăр! Сире професси кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçре çитĕнÿ тума ырă сунатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă ĕçченсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем панă. Вăрман ĕçне пуринчен лайăхрах йĕркеленĕшĕн тата 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн «Вăрнар вăрманлăхĕ» хысна учрежденийĕ УАЗ автомобиле тивĕçнĕ.
А.НИКОЛАЕВ