Вулавăшра - ылтăн кĕркунне

Кĕркунне – çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна сăрăсем курмастпăр пулĕ эпир урамра: тăкăннă çулçăсен ылтăн кавирĕ, йывăçсемпе тĕмсем çинче пиçнĕ хĕп-хĕрлĕ çырласем, симĕс-сарă пахча-çимĕçпе улма-çырла. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи вулавăш та кĕрхи кунсен тĕрлĕ тĕсĕсемпе капăрланнă. Ачасем çанталăкăн çак вăхăтне темĕн тĕрлĕ сăрăсемпе сăнлама тăрăшнă. Ÿкерчĕксен конкурсне 15 ача хутшăннă. Вĕсем хăйсен хайлавĕсене илемлĕ ятсемпе вырнаçтарнă: «Кĕрхи илем», «Кĕркунне», «Çулçă тăкăнать», «Ылтăн кĕркунне» тата ытти те. Карина Филиппова, Милоша Николаева, Андрей Николаев чи лайăх ÿкерчĕксем ăсталанă.



19 сентября 2012
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter