Каçал Ен районĕ: хуçалăхсенче пикенсех çĕр улми кăлараççĕ

Паянхи кун тĕлне Каçал Ен районĕнчи хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарас ĕçе вĕçленĕ, пÿлмесене пурĕ 27499 тонна тырă кĕнĕ, вăтам тухăç гектартан 21,8 центнерпа танлашать. Хуçалăхсенче пикенсех çĕр улми кăлараççĕ. Хальлĕхе пурĕ 587 гектар кăларнă, 11688 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç — 199 центнер. «Восток», «Асаново», «Заря», «Пайгас» ЯХПКсенче, Ивановăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче çĕр улмине кăларма пикенмен-ха. Çанталăк аван тăнă чухне хуçалăхсем пĕтĕм вăйне çак ĕç çине ярасса шанас килет, унсăрăн «иккĕмĕш çăкăр» хиртех выртса юлас хăрушлăх пур. Пахча çимĕç культурисен 27 процентне пуçтарса кĕртнĕ, 486 тонна тухăç илнĕ. Кĕрхи тырăсене акасси малалла пырать. Хальлĕхе 3371 гектар акнă. Ку енĕпе уйрăмах «Слава картофелю» агрофирмăра (507 гектар), «Труд» ЯХПКра (252), «Дружбăра» (240), Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче (200) тăрăшаççĕ.



19 сентября 2012
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter