Педагогсен интернет педканашĕ

Кăçалхи интернет педканаш çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен пычĕ. Чăваш педагогĕсен çак форумĕ кăçал 6-мĕш хут иртрĕ. Виçĕ эрне хушшинче форума 300 ытла канашлавçă хутшăнчĕ. Вĕсене пуринчен ытла чăваш чĕлхин орфографийĕ тавра пуçарнă калаçу, изложени çырас, ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ыйтусем, чăвашла тухакан "Шкулта" интернет журнал интереслентерчĕ. Интернет педканаш иртекен сайт страницисенчи темăсем, яланхи пекех, вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех уçă пулаççĕ, регистрациленнĕ хыççăн унта кирек хăш вĕрентекен те хăйĕн шухăшĕсене калама пултарать.

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



19 сентября 2012
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter