Вăрнар районĕ: Уравăшри Павел Сорокина улăп-кăмпа тĕлне пулма ăнăçнă
Нумаях пулмасть-ха, Шупашкар районĕнче тăхăр килограмм ытла таякан кăмпа тупни çинчен чăваш телевиденийĕ ÿкернĕ кăларăма курса тĕлĕнме пултартăмăр. Анчах çакăн пек телейлĕ кăмпаçăсем Вăрнар тăрăхĕнче те пур иккен. Тăхăр килограмах çитекенни мар пулин те, Уравăшри Павел Сорокина та улăп-кăмпа тĕлне пулма ăнăçнă. Вăл тупнă кăмпан йывăрăшĕ – пилĕк килограмм ытла. Павел Николаевич редакцие илсе килнĕскер, пĕрре пăхсан, пысăк кавăна е кабачока аса илтерчĕ. Анчах пÿлĕме сарăлнă шăршăранах паллă – çиме юрăхлă кăмпа. «Çумăр» (сăвăр) кăмпи теççĕ ăна, ăшаласан питĕ тутлă», – ăнлантарчĕ Павел Николаевич. Уравăш тăрăхĕнчех ÿсеççĕ кун пеккисем, терĕ. Вăл халиччен татнă кăмпасенчен ку чи пысăкки, анчах тĕлĕнтермĕш кăмпасене унччен те тĕл пулкаланă имĕш. Нумаях пулмасть-ха акă виçĕ килограмм çурă таяканнине тупса килнĕ, çупа ăшаласа хатĕрленĕскер чĕлхе çăтса ямалăх апат пулнă. Хăй каланă тăрăх, П. Сорокин кăмпана çÿреме питĕ юратать. Çут çанталăк парнисене пухнă май чун-чĕрепе канатăп тет. (И. Яковлева)