Элĕк районĕнче предпринимательсем валли бизнес-инкубатор уçнă

Паян, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Элĕк районĕнче пулнă. Хăнасем районта «Меркурий» бизнес-инкубатор уçнă çĕре хутшăннă. «Çавра сĕтел» мелĕпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Бизнес-инкубатора уçнă май Михаил Игнатьев тин кăна ĕçе пуçăнакан предпринимательсем валли кунта пур услови те пуррине палăртса хăварнă. «Çак çурта çĕклесе  лартма  патшалăх 38 миллион тенкĕ укçа хывнă. Пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма 2012 çулта - 523 миллион тенкĕлĕх пулăшу парса тивĕçтернĕ. Кашни çулах  çак пулăшу ӳссе пырĕ. Çаксене пурне те пĕр тĕллеве тĕпе хурса йĕркелесе пыраççĕ – районсенче пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем,  республикăра кирлĕ пек ĕç укçисем ӳссе пыччăр тесе. Çавна май  Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин лартнă тĕллев - Чăваш Енре  пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пĕр тан аталанса пыма условисем туса парасси активлă пурнăçланса пырать. Элĕк районĕнчи бизнес-инкубатор çуртĕнче 35 предпринимательсен офисĕсем вырнаçĕç. Вĕсем 3 çул хушши льготăллă условисемпе ĕçлеме пултараççĕ. Хальлĕхе 19 çын заявка тăратнă. Кун пек бизнес-инкубаторсем Чăваш Енре пиллĕк. Çакăн йышшисемех тата икĕ районта хута яма палăртаççĕ. Çĕнĕ çуртра Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас ыйтупа пухăннисемпе «çавра сĕтел» хушшинче калаçу ирттернĕ. «Анчах ĕçлеме кӳлĕннĕ вăтам тата пĕчĕк предприятисем паян пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Ку йывăрлăха шăпах бизнес-инкубаторсем тивĕç. Куллен сиксе тухакан йывăрлăхсенчен хăтăлма бизнес-планĕсене, юридици адрĕсĕсене, ĕç вырăнĕсене тата ытти япаласене те вăхăтра татса пама пулăшĕç»,- тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  2011çулта федерацин пĕтĕмĕшле статистикине пăхас пулсан Чăваш Енре пĕр пин çын халăх пуçне  хăй тĕллĕн аталанса пыракан 32 предприниматель тивет. Раççейри вăтам шайрипе илес пулсан ку, паллах,  пысăк кăтарту. Регонсем хушшинче  Атăлçи федераци округĕпе  лайăххисем шутĕнче. Чăваш Енĕн Суту-илӳ промышленноçĕн президенчĕ Игорь Кустарин пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен йывăрлăхĕсем çинче чаранса тăнă. Квалификациллĕ кадрсем çитменнине палăртнă. Канашлу вăхăтĕнче Элĕк районĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Элĕкре пурĕ 585 пĕчĕк тата вăтам предприниматель шутланать. Предпринимательствăпа çыхăннă пĕчĕк тата вăтам предприятисен структуринче ял хуçалăх сфери 38,6 процент, строительство – 19,3, суту-илÿ тата обществăлла апатлану 12,3 процент йышăнать. Ытларах пайĕ ял хуçалăх енĕпе ĕçлет.



19 сентября 2012
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter