Элĕк районĕнчи Юнтапари информаципе культура центрĕнче «Чи пысăк кăмпа» вăйă-конкурс йĕркеленĕ

Элĕк районĕнчи Юнтапари информаципе культура центрĕн ертÿçи Л.Иванова «Чи пысăк кăмпа» вăйă-конкурс йĕркеленĕ. Çак хаваслă тупăшăва вырăнти культура ĕçченĕсем хутшăннă. Çанталăкĕ те хăйĕн ытамне чĕнет тейĕн, çавăнпах-тăр ĕç хыççăн пурте вăрманалла çул тытнă. Мĕншĕн тетĕр-и; Кăмпасем çинчен тĕплĕнрех пĕлме. Вăрманта ушкăн çиме юрăхлă тата наркăмăшлă кăмпасен тĕммисене тĕл пулнă, вĕсем çут çанталăкра мĕнле вырăн йышăннипе паллашнă. Çулçÿрев кунпа çеç вĕçленмен-ха: культура ĕçченĕсем кам нумайрах кăмпа пухать тесе тупăшăва тухнă. Çак çимĕç йĕри-тавра шутсăр нумай шăтса тухнă та карçынккасемпе хутаçсем тем хушăрах тулса ларнă. Ку конкурсра чи маттурри Раиса Степанова пулнă. Мала тухнă кăмпаçăсене парнесемпе хавхалантарнă.



19 сентября 2012
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter