Ачасен канăвне лайăх йĕркелес ĕçре Каçал Ен районĕн шкулĕсем палăрчĕç

2012 çулта шкул ачисен çуллахи канăвне Каçал ен районĕн тулашĕнче 4 сменăпа йĕркелерĕмĕр. Планпа 150 ачан республикăри 4 лагерьте канмалла пулнă пулсан, районтан 127 вĕренекен канчĕ. Ачасен канăвне лайăх йĕркелес ĕçре Мария Всеволодова (Йÿç Шăхаль), Елена Яндрова (Асанкасси), Геннадий Длинов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Юрий Алексеев (Хырхĕрри), Александр Пудовкин (Александровка) директорсем уйрăмах тăрăшулăхпа палăрчĕç. Асăннă 4 лагерьте çуллахи каникулта районти шкулсенче вĕренекенсем пĕрремĕш сменăра — 35-ĕн, иккĕмĕшĕнче — 29-ăн, виççĕмĕшĕнче — 36-ăн, тăваттăмăшĕнче 27-ĕн канса сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Вĕсенчен 83-шĕ «Ильинский» (Шупашкар районĕ), 21-шĕ — «Звездный» (Çĕрпÿ хули), 19-шĕ «Космонавт» (Канаш районĕ) лагерьсенче пулнă. Чи сахалли — 4 ача — «Золотой колос» (Шупашкар районĕ) лагерьте каннă. Района Чăваш Республикин Финанс министерстви ачасене кантарма уйăрнă1390,5 пин тенкĕрен 294,5 пин тенкĕ укçапа усă курман. Юлнă укçа-тенкĕпе усă курас тĕллевпе кĕркуннехи каникулта шкулсенче «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенсене лагерьсене канма яратпăр. Спортра пысăк çитĕнÿсемпе палăракансен, обществăлла ĕçсене активлă хутшăнакансен ашшĕ-амăшĕсем  ачисене лагере кайма заявлени çырма пултараççĕ.  Заявленисене шкулсен дирекцийĕсем пуçтараççĕ.



19 сентября 2012
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter