Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нефтьпе газ промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Нефтьпе газ промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Топливăпа энергетика комплексĕ стратеги пĕлтерĕшлĕ отрасль шутланать, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ те нумай чухне унăн ăнăçлă тата тухăçлă ĕçĕнчен вăй илет.

Газ хуçалăхне кĕрекен предприятисен, строительство организацийĕсен, тĕрлĕ шайри власть органĕсен килĕшÿллĕ ĕçне тата пысăк пултарулăхне пула Чăваш Енре газ кĕртес енĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ, çавна май паян республикăн пĕтĕм территорийĕнчех экологи тĕлĕшĕнчен таса топливăпа усă куратпăр. Çакă организацисемпе предприятисен конкуренци пултарулăхне ÿстерме, малта пыракан, инновациллĕ, энергие перекетлекен технологисемпе усă курма лайăх майсем туса пачĕ. «Кăвак çулăма» кашни чăваш ялнех илсе çитернĕ, çак ырă пулăм ял çыннин пурнăçне палăрмаллах çăмăллатма тата ăна халичченхинчен хăтлăрах тума пулăшрĕ.

Отраслĕн тĕрлĕ ăру ĕçченĕсене хăйсен ырми-канми ĕçĕпе тăван республикăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн чунтан тав тăватăп. Сире çирĕп сывлăх, лайăх кăмăл-туйăм, Чăваш Ен халăхĕн ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçĕрте çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                     М.Игнатьев



02 сентября 2012
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter