Тĕп тивĕç - халăх сывлăхне упрасси

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейре сыватупа санитари ĕçĕ полици министерствин департаменчĕ çинче тăнă. Каярахпа ăна Шалти ĕçсен министерствине куçарнă. Кĕпернесенче çак департамента пăхăнса тăракан сыватмăшсен управленийĕсем халăх хушшинче сарăлакан чирсен сăлтавĕсене тĕпченĕ, чирлĕ çынсене больницăсене вырттарса сиплессине тата судпа медицина ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăнă. Сыватмăш управленийĕ хуласенчи тирпейлĕхпе тасалăхпа, апат-çимĕç саппасĕнчи йĕркелĕхпе, халăх сывлăхĕшĕн кĕрешсе тĕрлĕ правилăсене пăхăннипе, çĕнĕ фабрикăсемпе заводсенче медицина тĕлĕшĕнчен йĕрке пулнипе, рабочисен пурăнмалли условийĕсемпе тата вĕсене апат-çимĕçпе, ĕçмелли шывсемпе мĕнле тивĕçтернипе интересленнĕ. 1922 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче РСФСР халăх комиссарĕсен канашĕ "Республикăри санитари органĕсем çинчен" декрет йышăннă. Вăл санитарипе эпидемиологи служби йĕркеленнĕ кун шутланать. 1920-1923 çулсенче хальхи Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Йĕпреç, Улатăр тата Комсомольски районĕсенчи хăш-пĕр ялсем Йĕпреç уесне кĕнĕ. Центр Аслă Патăрьелĕнче вырнаçнă. Санитарипе эпидемиологи пайĕсем районти тĕп больницăсем çинче тăнă. 1939 çулта Патăрьелĕнче санэпидемстанци уçăлнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче служба ĕçченĕсем тылри эпидеми лару-тăрăвне йĕркеллĕ тытса пырассипе çанă тавăрса вăй хунă. Вăрçă вăхăтĕнче ерекен чирсем те сахал мар алхаснă. Çапах та медицина ĕçченĕсем хăрушă, ерекен чирсемпе кĕрешсе калама çук пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Вăрçă хыççăн çĕр-шыври санитарипе эпидемиологи ĕçне вăйлатас тĕллевпе СССР Сывлăх министерстви пĕрлехи служба йĕркелес енĕпе приказ кăларнă. 1941 çулта Елчĕкре те санэпидемстанци уçăлнă. Тĕрлĕ тапхăрта унта тĕп врач пулса Ф.Кудряшова, С.Матвеева, В.Иванов, А.Гаврилова, А.Кузнецов, З.Унрищева, Л.Селифанова, В.Севастьянов, Р.Салимов, Ю.Горшков, В.Явкин тăрăшнă. Санитарипе эпидемиологи службин ĕçĕ нумай енлĕ. Çакă тĕрлĕ профильлĕ специалистсене пĕрле хутшăнса ĕçлеме хистет. Эпидемиологи врачĕсем хăйсене пулăшаканĕсемпе чирсенчен вакцинаци тăвассипе çанă тавăрса ĕçленĕ. Вăхăтра санитарипе гигиена требованийĕсене пурнăçласа ял халăхĕн сывлăхне упрассишĕн тăрăшнăранах чума, чечче, шатра чирĕсем иртнĕ вăхăта юлнă. 1949 çулта Чăваш Енре тиф чирĕсене регистрацилеме пăрахни те пысăк ỹсĕм. Çулсем иртнĕçемĕн маляри, эпидеми энцефаличĕ, трахома чирĕсенчен те хăтăлтăмăр. 1991 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕ Раççейри тата Чăваш Республикинчи санитарипе эпидемиологи службин историйĕнче çĕнĕ страница уçăлнипе паллă. "Халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ çинчен" саккун йышăнсан санитари законодательствине пăхăнман граждансемпе предприятисенчен çирĕпрех ыйтма пуçланă. Каярахпа структурăна улăштарса федераци служби туса хунă. Роспотребнадзорăн Патăрьел территори управленине тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ врачсем ертсе пынă. Кашнийĕшĕ хăйĕн тивĕçне яваплăхпа пурнăçланă. Хальхи вăхăтра туслă коллектив тăватă район халăхĕн сывлăхне тĕрлĕ чир-чĕртен упрассишĕн тăрăшать. Елчĕк районĕнчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне кирлĕ шайра тытса тăрас тесе С.Петрянкина, Н.Убасева врачсем, пирĕн хаклă ветерансем - М.Сардаева, А.Кудряшов, А.Дудкина, О.Дудкина, Н.Плотникова, А.Алексеева, В.Петрова, З.Бобылева, К.Кузнецова, А.Трофимова, А.Ишмуратов, В.Агеева, В.Мурзакаев, Н.Зотикова, паян çак ĕçре вăй хуракансем - Л.Васильева, И.Убасева, В.Миллина, Н.Зотикова, И.Муллина, А.Мурзакаев сахал мар ĕçленĕ тата ĕçлеççĕ. Уяв ячĕпе саламланă май пурне те ỹсĕмсем тума тапса тăракан вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатпăр. 



20 сентября 2012
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter